АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтака ăсатрĕç

20 июля 2018 г.

 

"Чăваш несĕлĕсем епле кĕрнеклĕ,

Юман тымарĕ мĕн тери тĕреклĕ,

Пĕвỹпеле эс çавăн пек пулсам, ачам", - тесе шăрçалать Ю.Сементер поэт.

Çапла çирĕп те кĕрнеклĕ пулма сунать кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине. Çавăнпах ĕнтĕ ывăл çуралсан: "Салтака тивĕçлĕ пул", - тесе пил панă чăвашсем. Мĕншĕн тесен çирĕп те сывă ачасем салтака каяççĕ, çĕршыва хỹтĕлеççĕ.

Шăп та лăп çак кунсенче, пĕтĕм Раççейри пекех, Чăваш Ен хулисемпе ялĕсенче çамрăксене хĕсмете ăсатрĕç. Пирĕн районти Элпуç ялĕнче пурăнакансем те, халăх йăли-йĕркине тытса, каччăсене савăнăçлă лару-тăрура салтака ăсатма тăрăшаççĕ. Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси актуаллă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать халь. Çакна лайăх пĕлеççĕ Элпуçĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем, пулас салтаксене, ырă сунса, савăнăçлă лару-тăрура ăсатаççĕ. Çак кунсенче асăннă ялти Галина Николаевнапа Владимир Николаевич Николаевсен Константин ятлă ывăлĕн салтак ячĕ тухрĕ. Шупашкарти МАДИ-ра вĕренсе аслă пĕлỹ илчĕ вăл, диплом хỹтĕлеме те ĕлкĕрчĕ.

Ăна ăсатма Элпуçĕнчи культура çуртне тăванĕсем, ял-йыш, тус-юлташĕсем пуçтарăнчĕç. Акă Константинпа юлташĕсем зала салтак юрри шăрантарса кĕчĕç.

Программăна Антонина Николаевна Ефимова худрук ертсе пычĕ.

Çамрăка малтан ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, тус-юлташĕсем ырă сĕнỹсем пачĕç. Салтак чысне çỹллĕ шайра тытма, каялла тĕрекленсе-çирĕпленсе таврăнма, сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме пиллерĕç.

Уявра юрăсем те янăрарĕç. А.Моисеева юрланă "Тăван ял" юрă пурне те килĕшрĕ, залра ларакансем çак хаваслă кĕвĕпе ташлама пуçларĕç. Настя 11 класра кăна вĕренет, анчах куракан кăмăлне тыткăна илме пĕлет, чĕре патне çитмелле юрлать.

Элпуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ А.Моисеев пулас салтак амăшне "Анне" ятлă юрă парнелерĕ. Ăна хамăр ентеш А.Кириллов çырнă. Ытти юрăсем те пулчĕç программăра. Пулас салтак, Константин тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама пултарчĕ, ял-йыш умĕнче салтак ятне чыслă тытма, юратнă çĕршыва çирĕп сыхлама сăмах пачĕ.

Уяв вĕçленсен каччăсем, салтак юрри юрласа, тăван килне çул тытрĕç. Халăх йăли-йĕркине упрама хистекен мероприятишĕн культура çуртĕнче ĕçлекенсене тав турĕç пурте.

З.ГРИГОРЬЕВА.

 

Енĕш Нăрваш ялĕнче çак кунсенче Алексей Николаевич Петрова салтака ăсатнă. Призывник ялти халăх театрĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.

Амăшĕ, Людмила Николаевна, ялти шкулта ĕçлет. Ашшĕ, Николай Алексеевич, чугун çул çинче тăрăшать. Василий ятлă шăллĕ те театрăн ача-пăча студине çỹрет.

Пулас салтака ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем, юлташĕсем, пĕрле ĕçленисем çирĕп сывлăхлă таврăнма суннă.

З.ВАСИЛЬЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика