АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелĕхе çирĕп пăхăнмалла

20 июля 2018 г.

 

Кăçал ултă уйăхра районти полици уйрăмĕн дежурнăй пайне пурĕ 617 заявленипе пĕлтерни (2017 çулта - 782) пырса кĕнĕ.

Çавна май палăртнă тапхăрта 24 преступлени (2017 çулта - 34) регистрациленĕ. 22 преступление пăхса тухнă, пĕрне (2017 çулта - 2) чарса лартнă. Уçса панă преступленисен хисепĕ 91,7 процентпа (2017 çулта - 85,3 процент) танлашать. Ку кăтарту 6,4 процент чухлĕ лайăхланнă кăçал.

Регистрациленĕ преступленисенчен 8,3 проценчĕ (2) уйрăмах йывăррисен йышне, йывăррисем - 12,5 процент (3), вăтам йывăрăшлисен тата çăмăлтараххисен йышне вара 79,2 процент (19) преступлени кĕнĕ.

Çынна вĕлерни, сывлăха юри йывăр сиен кỹни, кĕсьесемпе гаражсенчен, дачăсенчен çаратни, автомототранспортсем вăрлани, пĕчĕк çарату (158.1), хăратса ыйтни, хулиганла ĕçсем, хурахла тапăнни, пусахлани, хĕçпăшалпа е сирпĕтекен хатĕрсемпе усă курни, чĕртсе çунтарни, патшалăх укçине салатни, взятка илни, суя укçа сутни, терроризмпа, экстремизмпа, коррупципе, влаç представителĕсене хирĕç тăнипе, кỹрентернипе çыхăннă преступленисем пулман.

Иртнĕ çулсенчех регистрациленĕ тепĕр 2 преступление уçса панă.

Кăçал январь-июнь уйăхĕсенче ют пурлăха çаратни 80 процент чухлĕ сахалланнă, 10 преступленирен 2 çити чакнă.

Хваттере кĕрсе вăрлани пĕр тĕслĕх кăна (2017 çулта - 7) пулнă отчетлă тапхăрта.

Обществăлла вырăнта районта - 5 начар ĕç (2017 çулта - 8), çав шутра урамсенче 4 преступлени (2017 - 8) регистрациленĕ. Вĕсене уçса парасси 100 процентпа танлашнă. Ĕçлемен çынсем кукăр çул çине тăнă тĕслĕх чакнă (17-18). Ушкăнпа, наркотикпа усă курнă хыççăн йĕркене пăсни пулман.

Район территорийĕнче ỹсĕр çынсем тунă преступлени сахалланнине (16-17) те палăртса хăвармалла. Малтан кукăр çул çине тăнисем тепĕр хут йĕркене пăсни çак тапхăрта 20 тĕслĕх пулнă пĕлтĕр, кăçал 16 кăна, 20 процент чухлĕ чакнă. Çул çитменнисем 2017 çулта ултă уйăхра 3 хут ырă мар ĕç тунă пулсан, 2018 çулта çавнашкал преступлени пулман. Районти полици сотрудникĕсем ăнлантарупа профилактика мероприятисене лайăх шайра йĕркеленинчен те килет ĕнтĕ ку кăтарту. Административлă йĕркене пăсакансем пирĕн хушăра ан пулччăр тесе те тимлет полици уйрăмĕн коллективĕ.

Пирĕн умра пысăк тĕллев - преступленисем тунин хисепне тата пĕчĕклетесси.

Иккĕмĕш çур çулта та, район çыннисене ырлăх-сывлăх сунса, йĕркелĕхе çирĕп пăхăнса пурăнассишĕн тăрăшма ыйтатăп. Пурте пĕрле начар шухăшлă çынсем пирĕн йышра пачах та ан пулччăр тесе тимлер.

В.ОБАСЬКИН,

полици уйрăмĕн начальникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика