20 июля 2018 г.

СССР халăх артистки, "Ылтăн маска" лауреачĕ иртнĕ кунсенче хăй çуралса ỹснĕ Енĕш Нăрвашра пулчĕ. Яла килсе кайнин тĕп тĕллевĕ _-ун çинчен ятарласа пысăк телепередача хатĕрлесси. Чи малтанах Шупашкар хăнисем ялти музейра чарăнса тăчĕç. ЧР искусствăсен деятелĕ А.Осипов В.Кузьминапа тĕрлĕ стендсем умĕнче унăн кун-çулĕпе театрта вылянă спектакльсемпе тĕрлĕ рольсем çинчен анлă калаçу ирттерчĕ. Видеооператорĕ вара çав самантсене, тĕрлĕ пỹлĕмсенчи сăн ỹкерчĕксемпе Алексей Майраслов скульптор калăпланă Вера Кузьминан гипсран тунă силуэтне ỹкерсе илчĕ.
Çав кунхине Вера Кузьминична тата унпа килнĕ ответлă çынсем ялти масар çине артисткăн амăшĕн А.Егорован тата унăн учителĕн Д.Ф.Данилован вил тăприйĕсем çинче пулса чĕрĕ чечексем хучĕç.
В.Кузьминана çуралса ỹснĕ кĕтес те ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çав вырăнта халĕ унăн пиччĕшĕн ывăлĕпе хĕрĕ пурăнаççĕ. Выляса ỹснĕ вырăнсем артисткăн асĕнчех, хăйне çамрăк чухнехи пек туйрĕ çав кун вуннăмĕш теçетке хăвалакан Вера Кузьмина (сăн ỹкерчĕкре районти акатуйра).
В.ПЕТРОВ.
Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ.