20 июля 2018 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх кăçал та çемье, юратупа шанчăклăх кунне палăртса Мучарти культура çуртĕнче уяв мероприятийĕ йĕркеленĕ.
Район, ял пурнăçĕнче активлăх кăтартнăшăн Владимирпа Валентина Шакшинасене Тăвай районĕнчи пĕрлештернĕ клубсен тытăмĕн администрацийĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Хăнасен ячĕпе илемлĕ юрăсем янăранă. Çак уява хăçан палăртма пуçлани çинчен каласа пани те кăсăклă пулнă пухăннисемшĕн.
"Çемье пĕрле пуçтарăнсан, чунра та ырă" ятлă стенд та çынсен кăмăлне уçнă.
Р.ВАСИЛЬЕВА.