20 июля 2018 г.

Эпĕ, Алексей Васильевич Васильев, Тăвай районĕнчи Çăлпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çичĕ çултан пуçласа салтака кайичченех тăван колхозра ĕçлерĕм. Унтан 27 çул хамăрăн паттăр çарсен ретĕнче чуна патăм, прапорщиксен институтне тивĕçекен пур наградăна та тивĕçлĕ пултăм.
Мирлĕ ĕçре 30 çул вăй хутăм. Çарпа ĕç ветеранĕ эпĕ.
Тăван ене, мухтавлă Çăлпуç ялне тата унта пурăнакансене, чунтан юрататăп. Анчах унчченхи хитре те пуян ял-колхозпа вĕсен туслă, ĕçчен çыннисем нумай улшăннă халь. Унччен, 1940-1945 çулсенче, пирĕн ялпа колхозра икĕ çилпе шыв арманĕ, маслобойка (çу çапмалли машина), çу завочĕ, обществăлла мунча, ача çуратмалли çурт, ача сачĕ-ясли, шкул, клуб пулнă. Ялти пултарулăх коллективĕ колхозниксене юрă-ташăпа, спектакльсемпе савăнтарнă, хастар ĕçлеме хавхалантарнă.
Пирĕн колхозра вăрçă хыççăнхи çулсенче, 1949 çулта, автомашина пулнă, унпа хуçалăх ĕçĕсенче усă курнă. Çавăн пекех локомотив тата 100 киловатлă генератор та туяннă. Анчах специалистсем çуккине пула яла çутатассине пурнăçа кĕртеймен. Локомотивĕпе авăн çапма усă курнă. Пирĕн халĕ вăл вăхăтри ял-колхоз ĕçченĕсене сума суса тылри тата вăрçă хыççăнхи хастар ĕçĕшĕн палăк лартмалла.
Фашизмпа çапăçма пирĕн ялтан чылайăшĕ вăрçа харпăр хăй ирĕкĕпе тухса кайнă, çак шутра - манăн аппа Феодосия Васильевна та.
Юрать-ха, Çăлпуç ялĕнче нимĕç фашисчĕсемпе тĕрлĕ фронтсенче паттăрла çапăçса пирĕн ирĕклĕхшĕн пуçĕсене хунă 82 ял çыннине асăнса тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен сывă таврăннисене асра тытса палăк лартнă.
2018 çул ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пулнă май, эпĕ вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăнхи сивĕ те выçă, йывăр çулсенче аслисемпе пĕрле пултарнă таран вăй хурса ĕçленĕскер тата ял çыннисен хастарлă ĕçне ялан питĕ çывăха илнĕскер, вĕсене хам юратса хакланине палăртса маларах асăннă палăкри тĕсĕ кайса уçăмсăрланнă вăрçă хирĕнчен таврăнайман 82 паттăрăн кивĕ списокне хам шутран çĕнетсе тỹпе хывас терĕм, асăнупа хурлăх кунĕнче чечек кăшăлĕ те хутăм. Çĕнетнĕ списока палăк çине вырнаçтарма мана тăвансем - Альберт Петрович Васильев, Николай Гаврилович Гаврилов, Виктор Иванович Гончаренко, Михаил Леонидович Николаев пулăшрĕç, вĕсем те ырă ĕç турĕç.
Çак статьяна хаçатра пичетлесе кăларма ыйтасшăн. Тен, ăна вуласа, ырă ĕçсем тума кăмăл тăвакансем татах та тупăнĕç кăна мар, вĕсен йышĕ хушăнса та пырĕ.
А.ВАСИЛЬЕВ.
Шупашкар-Çăлпуç.