20 июля 2018 г.
Республикăна федераци бюджетĕнчен бюджет тивĕçтерỹлĕхне шайлаштарма дотацисен черетлĕ траншĕ - 826,4 млн. тенкĕ пырса кĕнĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа ку сумма 5785 млн. тенке çитнĕ е çулталăкра планпа тивĕçтерме палăртнин (9917,1 млн. тенкĕ) 58,3 проценчĕпе танлашнă.
Асăннă укçа-тенкĕпе халăха патшалăх пособийĕсем тата компенсацисемпе ытти социаллă тỹлевсем, патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсене ĕç укçи тỹлеме тата ытти тăкаксем валли усă курма пăхнă.