20 июля 2018 г.
Ĕнерпе паян Çĕрпỹ районĕнчи Чăваш ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕн никĕсĕ çинче "Уй кунĕ-2018" республика куравĕ пырать. Пирĕн районтан курава район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке, унăн заместителĕ В.В.Чайкин, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, хăш-пĕр специалистсем хутшăннă.
Уяв умĕн асăннă районти Михайловкăри культура çуртĕнче утçи ĕçĕ-хĕлĕ, вырмана еплерех хатĕрленни пирки канашлу иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă, патшалăх пулăшăвĕсем çинчен каласа кăтартнă.
"Уй кунĕ - 2018" уява Раççей регионĕсенчен тата хамăр республикăран 40 ытла организаци хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен 23 поставщик-организаци энерги ресурсне перекетлекен хăватлă техникăсем тăратнă. Вĕсемсĕр пуçне куравра çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен удобрени, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсем те пур.
Республика ертỹçи сумлă мероприятие уçнă хыççăн хăнасем хăватлă техникăпа паллашнă, опыт ирттерекен лаптăкра тĕрлĕ культура çитĕннине курса савăннă.
Кăçал Уй кунĕнче ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисемпе фермерсем малтанхи хут агрономи олимпиадине хутшăнаççĕ.