20 июля 2018 г.
Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин тĕп хулинче Сабантуй кĕрленĕ. Уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов саламланă.
Пирĕн тăрăхра иртнĕ Сабантуя Раççейри 41 регионтан килсе çитнĕ. М.Игнатьев хăйĕн салам сăмахĕнче чăваш çĕрĕ çине хăнасем килме хапăл туни çав тери пысăк хисеп тесе пĕлтернĕ. Федераци шайĕнчи Сабантуй хăватлă уяв, пĕр-пĕрне пĕрлештерекен, пĕр чăмăра пухакан мероприяти тесе каланă.
Р.Минниханов çакăн пек чаплă мероприяти йĕркеленĕшĕн чи малтан регион ертỹçине ырласа тав сăмахĕ каланă. Йĕркелỹçĕсене ăна çỹллĕ шайра ирттерме вăй хунăшăн чун-чĕререн мухтаса тав тунă. Сăмах май, Чăваш Енре 34 пин ытла тутар пурăнать. Тутарстанра вара 116 пин ытла чăваш тĕпленнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Тутар Республикин Президенчĕпе Р.Миннихановпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.
Икĕ ертỹçĕ "Экра" НПП" ООО ĕçĕпе те паллашнă. Чăваш тата Тутар республикисем хушшинче экономикăн тĕрлĕ сферинчи ĕçлĕ çитĕнỹсем тахçанах йĕркеленнĕ.
Сабантуя Тăвай районĕнчен те хутшăннă.
В.ВАСИЛЬЕВ.