20 июля 2018 г.
Республикăра выльăх апачĕ хатĕрлессипе хĕрỹ ĕçсем пыраççĕ. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне 174,3 пин тонна выльăх апачĕ янтăланă. Пысăк фермер хуçалăхĕсенче нумай çул ỹсекен курăка 87,7 пин гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕнчен çулса типĕтсе кĕртнĕ. Ку енĕпе патăрьелсем, каçальенсем, пăрачкавсем, çĕмĕрлесем, тăвайсем маттур. Республикăра 109,2 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Чăваш Енри виçĕ хуçалăхра выльăхсем валли курăк çăнăхĕ тăваççĕ. 39,1 пин гектар кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрленĕ.
Çуллахи тапхăрта уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине палăртнă. Кăçал республикăра 6 уйăхра пурĕ 455 пушар тĕслĕхне шута илнĕ, вĕсенче 38 çын çунса вилнĕ.
Юлашки 7 çул хушшинче регионта пушар тухнă тĕслĕхсен шучĕ чакнă. 2011 çулта Чăваш Енре 1128 хутчен вут-кăвар алхаснă пулсан, 2017 çулта 872 хут. 2011 çулта пушарсенче 106 çын пурнăçран уйрăлнă. 2017 çулта вара - 63. Атăлçи федераци округĕпе ку кăтартусемпе пирĕн республика лайăххипе палăрать, иккĕмĕш вырăнта тăрать.