20 июля 2018 г.
Кăçалхи Республика кунĕ Чăваш Ен çамрăкĕсемшĕн тепĕр паллă пулăмпа палăрнă - "Раççейри çамрăксен пĕрлĕхĕ" №РСМ№ Пĕтĕм Раççейри обществăлла организаци, Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министерстви тата республикăри аслă вĕренỹ заведенийĕсен ректорĕсен Канашĕ пĕр-пĕринпе хутшăнса тата килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă, маларах асăннă пĕрлĕхĕн регионти уйрăмне çул панă.
Ку савăнăçлă церемони И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ученăйсен канашĕн залĕнче пулса иртнĕ. Ытахальтен мар: университет яланах çамрăксен интеллектуаллă аталанăвĕн центрĕ пулса тăрать. Килĕшỹ приоритетлă задачăсене пурнăçланă тата çамрăксене патриотла воспитани парас, професси енĕпе ĕçе вырнаçас, интеллектуаллă пултарулăха, çамрăксен шалти туризмне, тĕнчери çамрăксем килĕштерсе ĕçлессине, çамрăксен кадр потенциалне, пултарулăхне, республикăри çамрăксем хушшинчи социаллă пуçарусене аталантарас тĕлĕшпе çамрăксен политикине пурнăçа кĕртме май паракан механизмсене туса хатĕрленĕ чухне енсем килĕштерсе ĕçлемелли тĕп çул-йĕрсене палăртать.