АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халĕ çĕр те пĕррере

20 июля 2018 г.

 

Республикăн сывлăх сыхлав министерствин даннăйĕсем тăрăх, Чăваш Енре юлашки вунă çул хушшинче 85 çултан аслăрах çынсен йышĕ 1,7 хут ытла ỹснĕ, 100 çулхи чикĕ урлă каçнă вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен хисепĕ вара юлашки пилĕк çул хушшинче 1,9 хут нумайланнă, вĕсем халĕ республикипе 100 çынна яхăн. Çĕмĕрле районĕнчи Ольга Васильевна Яфаркина вара июлĕн 1-мĕшĕнче 104-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри, телее, - пирĕн районти Тĕмер ялĕнчи Анисия Емельяновна Афанасьева. 2017 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче вăл çут тĕнчене килнĕренпе шăп та лăп пĕр ĕмĕр - 100 çул çитнине уявланăччĕ Афанасьевсем. Укçине аппа ывăлĕпе тата кинĕпе - Николай Петровичпа (токарь) тата кинĕпе Нина Павловнапа пĕрле пурăнать. Çĕр те пĕррере пырать вăл халĕ. Тата нумайрах пурăнма Турă ырлăх-сывлăх патăрах ăна, тыл ĕçченне.

Кăçал августăн 18-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнчи Агафия Ивановна Иванова, ноябрĕн 20-мĕшĕнче Сăхăтпуç ялĕнчи Анастасия Петровна Чернова 100 çул тултармаллаччĕ. Шел, вĕсем иккĕшĕ те кăçал çĕре кĕнĕ. Тăприсем çăмăл пулччăрах вĕсен.

98 çула çитнисем пур, сăмахран, Тушкил ялĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ Тимофей Григорьевич Григорьев, 90 тата 85 çултан иртнисем вуншарăн районта. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни те пысăк пулăшу ку тĕлĕшпе. Малашне пирĕн хушăмăрта вăрăм ĕмĕрлисен, нумай çул пурăнакансен йышĕ хушăнсах пырасса шанас килет.

2017 çулта республикăра халăх пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 72 çултан ытларах шайпа танлашнă. Раççейри вăтам кăтартупа пăхас пулсан, пирĕн регионта лару-тăру ку енĕпе япăх мар.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çитес вунă çул хушшинче халăхăн пурнăç тăршшĕне 80 çултан та ирттерме пысăк тĕллев лартать.

Регионăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама май параканни вара - экономика хăвачĕ. Çавăншăн çине тăрса тăрăшмалла пирĕн.

И.ГЛАДКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика