АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кооператорсен професси уявĕнче

20 июля 2018 г.

Кооператорсен професси уявĕнче

 

Пĕтĕм тĕнчери потрекоопераци 96, Чăваш Республикинчи потребкоопераци 125 çул тултарчĕ. Çавна май пирĕн районти кооператорсем асăннă уява ĕçри лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç, иртнĕ эрнекун "Юность" кафери сĕтел хушшине пухăнчĕç вĕсем. Хыçа юлнă ултă уйăхра мĕнле çитĕнỹсем тунине палăртрĕç, тепĕр çур çулĕнче тата лайăхрах ĕçлеме тĕллев тытрĕç. "Тăвайри кооператив" потребобщество ертỹçи В.Федоров коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

-Кашни çул утă уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче паллă тăватпăр хамăр профессиллĕ уява. Пирĕнпе пĕрле тавар туянакансем те савăнаççĕ. Пĕрлĕхре вăй, тесе ахальтен каламастпăр ĕнтĕ эпир. Çынсем тавара ытларах хăйсем суйлаççĕ халь. Коллективра 210 çын ĕçлет, общество 350 пайщике пĕрлештерсе тăрать. Ваккăн сутмалли таварçаврăнăш планне пурнăçлассишĕн тимлетпĕр тăтăшах.

Хатĕрлевçаврăнăш калăпăшĕ те савăнтарать. "Тăвай çăкăрĕ", "Тăвайри общепит" тулли мар яваплăхлă обществăсен ĕçĕсене те ырăпа палăртмалла. 6 уйăхра тăкаксăр ĕçлеме май килчĕ, район администрацийĕпе тачă çыхăну тытатпăр.

Хамăрăн 135 ветерана манмастпăр эпир, вĕсен пурнăçĕпе, сывлăхĕпе интересленсех тăратпăр. Паян пирĕнпе пĕрле пулма 40 ветеран килнĕ.

-Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕпе пурне те ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Сывлăх, телей, вăй-хал сунатпăр. Эсир тăрăшнипе "Тăвайри кооператив" потребобщество малашне те аталанса-çирĕпленсе пытăр, - тесе вĕçлерĕ сăмахне Вячеслав Николаевич.

Кĕçех сутуçăсемпе çăкăр пĕçерекенсене тата ытти ĕçченсене тĕрлĕ наградăсемпе чыслама пуçларĕç. "РФ потребкоопераци ветеранĕ" хисеплĕ ята район администрацийĕн буфетĕнче тăрăшакан А.Александрована, Чăвашпотребсоюз Хисеп грамотипе Л.Васильева кондитера, И.Журавлева сутуçăна (Çĕнĕ Пуянкасси), М.Козлова çăкăр пĕçерекене панă. "Чăваш Республикинчи потребкоопераци ветеранĕ" хисеплĕ ятпа Н.Алексеева заведующине (Чутей), Н.Степанована (автовокзал буфетчицине), Чăвашпотребсоюз Канашĕн Тав хутне Л.Семенова çăкăр пĕçерекене, тĕп бухгалтер заместительне И.Матросована, Н.Алексеева кондитере (Кĕрше) панă. Чăвашпотребсоюзăн Хисеп Кĕнеки çине "Радуга" кафери повара С.Лашманована кĕртнĕ."Тăвайри кооператив" потребобществăн Хисеп грамотине илнисем - Йăнтăрчăри, Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкассисенчи, Енĕш Нăрвашри (пĕрремĕш номерлĕ) куллен кирлĕ таварсен, "Пайщик" магазинсен коллективĕсем, С.Никонорова заведующи (Кушкă), Н.Тимакова заведующи (Сăхăтпуç) И.Семенова сутуçă (Улянкă), Е.Федоров менеджер, И.Петрова бухгалтер, Г.Алексеева оператор, О.Иванова сутуçă (Тăвай, 3), О.Чускина заведующи (Амалăх), В.Ивановпа А.Ларионов тата В.Игнатьев водительсем, О.Автина технолог, А.Васильевапа М.Яковлева буфетчицăсем, Е.Николаева çăкăр пĕçерекен, Л.Никифорова оператор, В.Кошкин грузчик, А.Лашманов тĕп инженер.

П.Беляев водителе, Т.Иванова экспедитора, В.Михайлова кадрсемпе ĕçлекен инспектора, Л.Семенова сутуçăна №Нỹшкасси№ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке хавхалантарнă Хисеп грамотисемпе, суту-илỹ системинче ĕçлекенсене профессиллĕ уявĕпе саламланă, çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу суннă.

"Тăвайри кооператив" потребобщество уйрăмĕсен ертỹçисен ăшă сăмахĕсене те тимлĕ итленĕ пухăннисем, алă çупса тав тунă вĕсене.

Район хаçатçисем те кооператорсемпе пĕрле пулнă уявра. Л.Якку тĕп редактор "Ял ĕçченне" районти çемьесене сарма пулăшнăшăн Тав хучĕсем панă вĕсене.

Шупашкартан килнĕ А.Алексеева, А.Ильин, А.Московский, К.Рыбаков юрăçсем хăйсен юррисемпе чылайччен савăнтарнă. Хăш-пĕрисем ташша та çаптарнă. Лайăх каннă хыççăн малашне çынсене туллин тивĕçтерессишĕн çанă тавăрса ĕçлеме пулса саланчĕç юлашкинчен пирĕн кооператорсем.

А.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика