АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимĕр туйпа саламласа

20 июля 2018 г.

Тимĕр туйпа саламласа

 

Ылтăн туя паллă тăвакан мăшăрсем нумаях теме çук, тимĕр туя уявлани вара сайра тĕл пулать.

65 çул пĕр сукмакпа утаççĕ Тăрмăшра çуралса, çак ялтах пурăнакан Сергей Лукичпа Ольга Лукинична Андреевсем: пĕр-пĕрне юратса та килĕштерсе, ăнланса тата пĕри теприншĕн тимлесе. Çавăн пек кăна çитме пулать пулĕ тимĕр туй патне. Çемьере кашăк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть ĕнтĕ, анчах та пĕр-пĕрне каçарма пĕлни, именỹлĕхпе вăтанчăклăх, хамăра хамăр тытма пĕлни, çын мĕн калĕ-ха тесе шутлани те - пурте кĕреççĕ ĕнтĕ Андреевсен çемье телейĕпе типтерлĕхне. Çапла пĕр-пĕрин тĕрекĕ пулса пурăнни çăмăллăх парать. Сергей Лукичпа Ольга Лукинична мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра вăй хунă, ун хыççăн та чылай тăрăшнă-ха юратнă ĕçĕсенче. Улькка аппа пăрусем пăхнă, сурăх ферминче те ĕçленĕ, ĕç стажĕ хĕрĕх çул ытла та унăн. Сергей пичче тракторпа, комбайнпа, бригадирта та тăрăшнă, пур ĕçе те тỹрĕ кăмăлтан туса пынă. Ĕçне кура хисепĕ, Андреевсене темиçе хутчен те колхоз правленийĕ хаклă парнесем парса чысланă. Тав хучĕсем те чылай вĕсен. Ĕç ветеранĕсем ялта хисеплĕ те сумлă.

Андреевсем сăпайлă та кăмăллă çынсем. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. 6 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнук асаттепе-асаннен, кукаçипе кукамайăн. Савăнаççĕ ватăсем мăнукĕсемпе, вĕсем те килсе пулăшсах тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Люда хĕрĕн çемйи пăхса тăрать вĕсене. Людмила Сергеевна ялти садикре воспитательте ĕçлет, шăпăрлансене тĕрĕс воспитани парассишĕн тимлет. Кĕрỹшне, Леонид аттене, чиркĕве çỹрекенсем лайăх пĕлеççĕ. Ывăлĕ Денис хĕсметре, часах çар службине татса киле килмелле. Сумлă уявпа Тăрмăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ, асăнмалăх парне парса чысларĕ. ЗАГС уйрăмĕн специалисчĕ Елена Кузнецова райадминистрацин Тав çырăвне пачĕ, юбилей лентине çакса ячĕ, ЗАГСри юбилей кĕнеки çине çырса хурса алă пустарчĕ. Ялти пенсионерсен канашĕн ертỹçи Григорий Павлов та ăшă сăмахсемпе саламларĕ сумлă çемьене. "Кỹршĕллĕ пурăннă вăхăтра Андреевсем вăрçăннине те, сив сăмахпа калаçнине те илтмен", - терĕ.

"Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем тимĕр туйпа саламласа сăвăсем каларĕç, юрларĕç, хăйсене те пĕрле ташлаттарчĕç.

Е.МАТРОСОВА.

Тăрмăш ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика