АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсем курăмлах çав

20 июля 2018 г.

Ырă ĕçсем курăмлах çав

 

Сакăр вуннăмĕш çулсенче "Социализм" совхоза Çĕнĕ Пуянкассинче çуралса ỹснĕ Василий Степанович Степанов ертсе пычĕ. Вăтăр çул каяллахи вăхăт çине çаврăнса пăхатăн та çав çулсенчи пурнăçра ырри те сахал мар пулнине куратăн. Çынсем тăван хуçалăха аталантарас, пурнăçа лайăхлатас тесе чунтан тăрăшса вăй хунă. Çав ĕçсен çимĕçĕ паян кун та упранать. Ял-йыш хăйĕн ертỹçи пулнă çынна ăшри тав туйăмĕпе аса илет.

Унăн ачалăхĕпе яшлăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр вăхăта килнĕ. Ашшĕ, Степан Федотович, фронтра пуç хунă. Тăлăхсем çине мĕнле асап-нуша тиенни каламасăрах паллă. Выçлăхĕпе сивви те, çие тăхăнма путлĕрех тумтир çукки те вĕçĕм систерсе тăнă. Çавах та амăшĕ, Варвара Ильинична, алăсене усман, пурнăçа епле те пулса сыпăнтарса пыма, ачисене вĕрентме тăрăшнă. Василий те ялта 7 çул вĕреннĕ хыççăн Тăвайри вăтам шкула çул тытнă. Çавах та 9 класс пĕтернĕ хыççăн нуша ăна Канашри чукăн çул училищине хăваланă. Тепĕр икĕ çултан, алла специальность илсен, вакунсем юсакан заводра токарьте ĕçлеме тытăннă. 1951-1954 çулсенче çар службинче тăнă, аслă сержанта çитнĕ. Тăван киле таврăннă хыççăн райĕçтăвкомра физкультурăпа спорт комитетне ертсе пынă, ĕçленĕ хушăрах вăтам шкулăн вуннăмĕш класĕнчен вĕренсе тухнă. 1956-1961 çулсенче Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче пĕлỹ илнĕ, унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Çавăн хыççăн пурнăçне вăрах вăхăт Самар облаçĕпе çыхăнтарнă. Ăратлă выльăхсем çитĕнтерекен "Канаш" патшалăх заводĕнче ученăй зоотехникра, районти ял хуçалăх управленийĕнче аслă зоотехникра, "Каменный Брод" совхозра тĕп зоотехникра вăй хунă. Вунă çул "50 лет Октября" колхоза ăнăçлă ертсе пынă. Колхоз производствине аталантарнипе пĕрлех ялсен сăн-сăпатне лайăхлатма тăрăшнă: пĕвесем, кĕперсем, ача сачĕпе шкул çурчĕсене тутарнă, шыв пăрăхĕсем хывтарнă, ката тăрăхĕсем ларттарнă. Вăл ĕçленĕ çулсенче 7000 пуç сысна вырнаçмалăх комплекса, колхоз правленийĕн çуртне хута янă. Хуçалăхра сĕт суса илесси, тĕш тырă тухăçĕ ỹснĕ.

Çак ырă ĕçсене Василий Степанович 1980 çулта тăван ялне куçса килсен те малалла тăсать. Хамăр районти "Социализм" совхоза ертсе пынă çулсенче хуçалăх строительстви, социаллă объектсем тăвасси вăйлă аталанать. Василий Степанович хăй пултаруллă йĕркелỹçĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Пуянкасси район центрĕпе асфальт сарнă çулпа çыхăнать. Эль юханшывне пĕвелеççĕ, ун урлă тимĕр бетон кĕпер хываççĕ. Канашран яла автобус рейсĕ уçаççĕ. Çав çулсенче икĕ хутлă ача сачĕн, вăтам шкулăн çурчĕсене, совхоз рабочийĕсем валли хваттерсем тăваççĕ, хăмла типĕтмелли ЧХ комплекс, тырă типĕтмелли комплекс лартаççĕ. Хăмла плантацийĕсене анлăлатаççĕ, пахча çимĕç, тимĕр бетон плитасенчен силоспа сенаж хранилищисем, ферма çурчĕсем тăваççĕ, автотараса вырнаçтараççĕ. 30 çул каялла лартнă хунавсенчен халĕ хыр катисем пулса тăнă. Чунĕпе чаплă строитель пулнă Василий Степанович. Çĕннине, лайăххине ялан çул уçса пама тăрăшнă вăл. Районта малтисен шутĕнче хуçалăх производство гимнастикин инструкторĕн должноçне çирĕплетрĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе, футболла, волейболла выляссипе, шашка-шахматра, çăмăл атлетикăра палăрса тăратчĕç пуянкассисем, республикăра район чысне ăнăçлă хỹтĕлетчĕç.

Чăннипех курăмлă Василий Степановичăн ĕçĕсем. Вăл тунă ĕçĕн тĕшши паян кун та курăнать. Хальхи вăхăтра ачисемпе Самар облаçĕнче пурăнакан ентешĕмĕр çак кунсенче 90 çул тултарать. Мăшăрĕпе Зоя Константиновнапа пĕрле 4 ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Çичĕ мăнук, мăнукĕсен ачисем саккăр. Шел, мăшăрĕ 14 çул каялла çĕре кĕнĕ.

Василий Степановичăн ĕç стажĕ 53 çулпа танлашать, вĕсенчен 45 çулне вăл ял хуçалăхне панă. Ĕçпе вăрçă ветеранĕн кăкăрне "Хисеп Палли" орден, "Ĕçри хастарлăхшăн" тата ытти медальсемпе паллăсем илемлетеççĕ. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, ял-йыш, тăванĕсем Василий Степановича 90 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунаççĕ.

И.СОЛОВЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика