АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя укçасенчен асăрханăр

20 июля 2018 г.

 

Суя укçасем кирек кам аллине те лекме пултараççĕ. Уйрăмах обществăлла транспорт çинче, магазинсемпе пасарсенче тимлĕ пулмалла. Енчен те эсир суя укçа пулнине пĕлтĕр пулсан, ăна ытти çынна пама юрамасть. Йĕркелĕх хуралне пĕлтермелле, ултавçăсене РФ УКан 186 статйипе килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ.

Темиçе çул каялла кăна-ха суя укçасен çаврăнăшĕ пысăк хуласенче ытларахчĕ. Халĕ вара ултавçăсен алли яллă вырăнсене те çитрĕ. Акă, Тăвай район территорийĕнче виçĕмçул суя укçапа улталаннă 5 тĕслĕхе регистрациленĕ. Пĕлтĕрпе кăçал ун пек фактсем палăрман. Хамăрпа кỹршĕллĕ Вăрмар районĕнче çулленех çаврăнăша суя купюрăсем тухаççĕ. Акă, нумаях пулмасть Вăрмар поселокĕнче тимĕр савăтсем хатĕрлес енĕпе ĕçлекен пĕр предприниматель Перекет банкĕ урлă укçа куçарнă чух 5000 тенкĕллĕххи суя пулнине палăртнă. Çавăнпа та палламан çынсенчен е пасартан япала илнĕ е хăвăр сутнă чух суя укçа тыттарса ярасран асăрхануллă пулăр. Иккĕленетĕр пулсан, банка кайса тĕрĕслеттерĕр, экспертиза ирттерме ыйтса заявлени çырмалла унта.

Н.КРАСНОВА,

районти полици уйрăмĕн аслă следователĕ, юстици майорĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика