20 июля 2018 г.
Район прокуратури налогсем тата тỹлевсем çинчен калакан законодательствăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.
Раççей Федерацийĕн налог кодексĕн 387 тата 399 статйисен 2 пайĕсемпе килĕшỹллĕн çĕр налогне тата физически лицосен пурлăх налогне муниципаллă йĕркеленỹсен суйлавлă органĕсен нормативлă право акчĕсемпе çирĕплетнĕ чухне налог çăмăллăхĕсем, унпа усă курмалли сăлтавсемпе йĕркесем, налог тỹлекенсен уйрăм категорийĕсем валли налога катса юлмалли виçене палăртса, туса хума пултараççĕ.
1999 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕнче укçа хывнин йĕркипе пурнăçлакан инвестици ĕçĕ-хĕлĕ çинчен" 39-ФЗ Федераллă законăн 19 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем укçа хывнин йĕркипе туса пыракан инвестици ĕçне-хĕлне йĕркелесси муниципаллă йĕркеленỹсенче инвестицие аталантарма меллĕ условисем, çав шутра инвестици ĕçĕн субъекчĕсене вырăнти налогсем тỹлессипе çăмăллăхсем туса парассине те, шута илет.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем законодательствăн асăннă требованийĕсене пурнăçлама тăрăшман, инвестици ĕçĕн субъекчĕсене вырăнти налогсем тỹлессипе çăмăллăхсем паракан муниципаллă право акчĕсем йышăнман. Закона пăснине пĕтерес тĕллевпе маларах кăтартнă тĕслĕхсемпе представленисем тăратнă. Вĕсем тăрăх мĕнле мерăсем йышăннине районти прокуратура тĕрĕслевре тытать.
А.КУДРЯШОВ,
район прокурорĕн заместителĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ.