20 июля 2018 г.
Пирĕн районти пĕр хĕр кăçал "АВИТО.РУ" сайт çине хăйĕн Канашри хваттерне найм килĕшĕвĕпе пурăнма ярасси пирки пĕлтерỹ тăратнă. Çакăн хыççăн ун патне ултавçă шăнкăравланă. "Канаш хулине командировкăна яраççĕ, хваттер тара илесшĕн. Çакăншăн ĕç параканăн бухгалтерийĕ ятарлă счет çинчен тỹлет, çавăнпа перекет банкне пыма чĕнетĕп сире", - тенĕ арçын.
Перекет банкĕнче хĕре банк карттине банкомата лартма сĕннĕ вăл. Ун хыççăн хĕр "мобильлĕ банк" услугăна ултавçăн телефонĕ çине кĕртнĕ тата "Сбербанк Онлайнăн" кодне пĕлтернĕ. Ултавçă "Сбербанк Онлайн" урлă Тăвай районĕнчи хĕрĕн перекет карттипе кĕнеки çинчи 100 пин тенке хăйĕн картти çине куçарнă, куç хупса иличчен чиперккене шăнман пăр çине лартса хăварнă.
Хисеплĕ граждансем, енчен те сирĕн пата шăнкăравласа мĕнле те пулин операци тума сĕнеççĕ пулсан, ан ĕненĕр, ултавçăсем вĕсем. Хăйĕн телефонне сирĕн карттăпа çыхăнтараççĕ те "Мобильлĕ банк" услугипе "Сбербанк онлайн" урлă сирĕн картта, кĕнеке тата ытти счетсем çинчи укçа-тенке вăрлаççĕ. Питĕ тимлĕ пулăр ку тĕлĕшпе!
"АВИТО.РУ" сайт çине пĕлтерỹ патăр пулсан, перекет банкне пыма йыхравлакансене ан ĕненĕр.
Б.БОРИСОВ,
полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ.