20 июля 2018 г.
Раççейре хальхи вăхăтра Интернет урлă эмел сутассине йĕркелени шухăшлаттарать. Çак ĕçпе тăрăшакан организацисем те пур. Вĕсене никам та тĕрĕслемест. Эмелĕсене вара ăçта, мĕнле хатĕрлеççĕ, упраççĕ?
Интернетра ỹт-тире начарлатмалли, шакла пуçра çỹç ỹстермелли, юн пусăмне пĕчĕклетмелли, сахăр шайне чакармалли тата ытти эмелсене час-часах рекламăлаççĕ, туянма сĕнеççĕ, телефон номерĕсене те кăтартаççĕ. Калăн, вĕсен таварне пĕр-икĕ хут ĕçнипех çыннăн сывлăхĕ çирĕпленет. "Вырăнти аптекăра сĕнекен эмелсенчен те чаплăрах-ши вĕсем?" - текен ыйту ума тухать вара. Çук, паллах. Аякран ярса илнĕ препаратпа эсир хăвăр сывлăхăра кăна сиенлеме пултаратăр. Интернет урлă туяннă эмелпе усă курса врач патĕнче вăхăтра пулмалли тапхăра çухататăр, чир вара сирĕн организмра вăйлăрах хуçаланма пуçлĕ кăна.
Эмелсене врач сĕннипе аптекăран кăна туянмалла. Пĕлмен-курман çынсемпе çыхăнса темĕнле эмел ĕçессинчен пăрăнса çỹрĕр.
В.ФЕДОРОВ.