АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмансене пушартан сыхлар

20 июля 2018 г.

 

Шăрăх çанталăк яланах пăшăрхантарать. Вăл вăрах тăнă чухне чечек-курăксем типеççĕ, юхан шывсемпе кỹлĕсем ăшăхланаççĕ, вăрмансенче пушар хăрушлăхĕ нумай хут ỹсет. Чылайăшĕ манман та пулĕ-ха вăрмансем çуннă çулсенче тавралăха тĕтĕм епле сарăлнине, сывлама та йывăррине. Çавăн пек лару-тăру патне татах çитмелле ан пултăр. Сыхă та тимлĕ пулни пурнăçа чылай шанчăклăрах тума май парать.

Çавăнпа Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви республикăра пурăнакансене вăрмансенче пушар тухасран тимлĕхе ỹстерме, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтать. Шăрăхра, типĕ вăхăтра вăрманта, лăсăллă йывăçсем ỹсекен çĕрте - хырлăхпа чăрăшлăхра, колхоз вăрманĕсенче вут чĕртме юрамасть. Вăрман çумĕнчи пĕлтĕрхи типĕ курăксене те чĕртме кирлĕ мар, çулăм вăрмана сиксе ỹкме пултарать. Ун пек çĕрте пирус тĕпĕсемпе шăрпăка та сỹнтермесĕр пăрахма хăрушă. Çаксем пурте пушар патне илсе пыраççĕ. Енчен те вăрманта тĕтĕм е çулăм тухнине асăрхасан 8-800-100-94-00, (8352)40-24-00 телефон номерĕсемпе е пушар чаçне 01 тата 101 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Типĕ курăка çунтарнăшăн 150 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Енчен те вăл пысăк сăтăр кỹнĕ пулсан, штраф сумми нумай пысăкланать, уголовлă яваплăх та тыттарма пултараççĕ.

ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви вăрман çывăхĕсенче вырнаçнă çĕр участокĕсен хуçисене вĕсене типĕ курăкран тасатса тăмаллине аса илтерет. Çĕр участокĕсен хуçисен вăрман хĕрринчен 10 метртан кая мар сарлакăш хỹтлĕх тăрăхĕ е пушартан сыхланмалли урăх чăрмав тумалла.

В.АРТЕМЬЕВ,

Канаш лесничествин Сиккассинчи участокри лесничествăн лесничийĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика