06 июля 2018 г.
Июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем 5060 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, çакăнтан 4150 тонна утă типĕтсе хатĕрленĕ, 7210 тонна сенаж хывнă. Сенажа С.Илларионов, С.Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕсем, "Акконд-агро фирма" акционерлă общество, "Дружба" , "Чутеевский" ял хуçалăх кооперативĕсем хатĕрлеççĕ.
Кĕрхи тĕш тырă культурисем акма 810 гектар çĕр хатĕрленĕ.