АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çĕрте те кирлĕ çын

06 июля 2018 г.

Пур çĕрте те кирлĕ çын

 

Лия Витальевна Васильева - Пуянкассинчи чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăтăр çул ялти библиотекăра тăрăшса ĕçлерĕ вăл. Халăха кирлĕ ĕç мĕн чухлĕ туса ирттермен пуль çав тапхăрта? Кăсăклă тĕлпулусем, вулав конференцийĕсем, кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ. Вулакансене кĕнекесемпе тивĕçтернисĕр-ха ку. Ытти тивĕçсем те пайтах тиеннĕ яваплăха туякан çын çине. Икĕ хутчен вăл Пĕтĕм Раççейри çырава хутшăннă, медаль илме тивĕçнĕ. Тĕрлĕрен тав хучĕсем, грамотăсем унăн темĕн чухлех: район, республика шайĕнче панисенчен пуçласа РФ культура министерствинчен пани таранах. Мĕн хушнă, мĕнле пулăшу ыйтнă, нихăçан та "аюк", "çук", "пултараймастăп" тесе каламан вăл. Кирек мĕнле ĕçе те чунпа тума тăрăшнă.

Тушкилте çуралса ỹснĕ вăл. Унăн амăшĕ Нина Александровна Семенова районта пултаруллă çăмăл атлетчĕ. Шел, чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Лия, 10 класс хыççăн шкул библиотекине вырнаçрĕ. Куçăмсăр майпа культурăпа çутĕç училищинче вĕренчĕ. 1981 çулта Кивĕ Пуянкассинчи Петр Васильева качча тухрĕ, Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче вожатăйра тăрăшма тытăнчĕ. Ĕç вырăнĕ пушансан ялти библиотекăна куçрĕ. Мăшăрĕпе 2 ывăлпа 1 хĕр пăхса çитĕнтерчĕç.

Аслă ывăлĕ Андрей ялтах тĕпленнĕ, çемье çавăрса çĕнĕ урама уйрăлса тухнă. Мăшăрĕпе 3 ача ỹстереççĕ. Наташăпа Саша иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ специалистсем. Пĕрремĕшĕ Чăваш патшалăх университечĕн радиотехника факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Халĕ Мускавра ĕçлет, çемьеллĕ, хваттерлĕ. Саша Шупашкарта "Эккра" наукăпа производство предрприятийĕнче тăрăшать. Çемьеллĕ. Ачисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă темелле. 4 мăнук халĕ Лия Витальевнан.

-Çапла, çамрăклăх тем вăхăтра иртсе кайрĕ. Чунра хăвна унчченхи пекех çамрăк туйсан та тăнлавсенчи çỹç пайăркисем шуралма пуçларĕç,- тет вăл. Лия Витальевнан мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Ачисем тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Килте пĕчченех тăрса юлчĕ хĕрарăм. Анчах вăл алă усмасть, малаллах пăхать. Вăй-халĕ çитнĕ таран ачисене пулăшас шухăшпа пурăнать. Ĕне, чăх-чĕп усрать. Пахчара ĕçлет. Арçын çук тесе кил-хуçалăха юхăнма памасть. Иртнĕ çул акă пура туянса мунча тутарчĕ. Халĕ блоксенчен икĕ пỹлĕмлĕ пысăк гараж лартать. Ачисем, мăнукĕсем килсен машина лартма та кирлĕ. Тепĕр пуçне мотоблок вырнаçĕ. Пахчинче тем тĕрлĕ чечек çитĕнтерет, çыннăн çуккисене те тĕл пулатăн унта.

Ĕçсĕр лармасть Лия Витальевна, халăх хушшинче пулма хăнăхнăскерĕн чунĕ унталлах туртать. Юлашки çулсенче вăл çыхăну уйрăмне пулăшать. Сăмахран, "Ял ĕçченĕ" хаçата халăх йышне шута илсе сарассипе пуянкассисен чи пысăк кăтарту. Пур çĕрте те кирлĕ çын вăл. Пĕччен пурăнакан ватăсем ăна куç туллин кĕтеççĕ.

И.СОЛОВЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика