06 июля 2018 г.

Наркомание хирĕç кĕрешмелли кун Тăвайри спорт комплексĕн территорийĕнче "Эпир - сывă пурнăç йĕркишĕн!" чĕнỹпе район çамрăкĕсен çуллахи спартакиади иртнĕ. Волейболла выляссипе, граната ывăтассипе, чупса, канат туртассипе тата ытти енĕпе хĕрỹ тупăшусем пынă спорт уявĕнче. Район шайĕнчи ăмăртусене 8 команда хутшăннă.
"Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн спортсменĕсем пысăк çитĕнỹ тума пултарнă. Çапла хăйсен ырă тĕслĕхĕпе вĕсем районăн обществăлла пурнăçĕнче активлă пулнине, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма ăнтăлнине, киревсĕр йăласене - наркотиксене, эрех ĕçнине, пирус туртнине хирĕç пулнине кăтартса панă.
Т.ИВАНОВА.