06 июля 2018 г.
Хĕрлĕ Чутай тата Çĕрпỹ районĕсенче кăçалхи июнĕн 27-мĕшĕнче харăсах икĕ инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ, пĕчĕк ачасем шыва путса вилнĕ. Маларах Çĕнĕ Шупашкар хулинчи арçын ача Атăла путнă. Асăннă тĕслĕхсемпе халĕ следстви тĕрĕслевĕсем пыраççĕ.
Çапла, 2018 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче 5 çулхи хĕрача килхуçалăх пахчинче чавса тунă 8х8 метр пысăкăш, метр çурă тарăнăш пĕвере путса вилнĕ. Çав каçхинех Çĕрпỹ районĕнче ял çумĕпе юхса выртакан Унга юханшывĕнче 6 çулхи арçын ача пурнăçĕ татăлнă. Икĕ инкекĕнче те ачасем пĕччен, аслисемсĕр пулнă тата хăйсем ишме те пĕлмен.
Июнĕн 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 8 çулхи арçын ача Атăла путнă. Вăл аслăрах ỹсĕмрисем çывăхра çук чухне юрăхсăр çĕрте шыва кĕнĕ те каялла тухайман.
Хальхи вăхăтра асăннă тĕслĕхсемпе тĕпчев мероприятийĕсем ирттереççĕ, çав шутра ачасем вилнин сăлтавĕсене çирĕплетме судпа медицина экспертизи те тăваççĕ. Вĕсен вилĕмĕн криминаллă енĕсене кăтартса пама пултаракан даннăйсем çук. Унăн вăхăтĕнче вĕсем мĕнле лару-тăрăва пула вилнине палăртма мерăсем йышăнаççĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх процессуаллă йышăну тăваççĕ.
Шăрăх çанталăк тăнă май, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ ачасен ашшĕ-амăшне, вĕсене пăхакансене ачасем вăхăта епле ирттернине тĕрĕслесех тăма кирлине, вĕсем шыв çывăхĕнче пулсан самантлăха та тимлĕхе çухатма юраманнине аса илтерет. Мĕншĕн тесен тимсĕрлĕх çав самантрах инкек патне -çитерме пултарать.
Е.ВИССАРОВ,
районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн ертỹçи.