06 июля 2018 г.
Ăшă кунсенче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем чỹречисене уçаççĕ. Пĕчĕккисем вара аслисем курман чухне чỹрече янахĕ çине хăпараççĕ те уçса хунă çĕртен урамалла ỹкеççĕ. Шăна-пăванран хỹтĕлеме карнă сетка та тытса чараймасть вĕсене.
ЧР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх çĕртме уйăхĕн улттăмĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра ачасем çỹллĕ çĕртен ỹкнипе çыхăннă 18 тĕслĕх шута илнĕ те кăçал, çав шутра чỹречерен 13-шĕ ỹкнĕ, 2 ача вилнĕ. Пĕлтĕр çакнашкал 26 инкек пулнă, 3 ача пурнăçран уйрăлнă.
Пĕчĕккисем балконсенчен, йывăç çинчен, çỹллĕ çĕртен ỹкеççĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачисене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма вĕрентмелле.
Пĕрре-пилĕк çулсенчисем чỹрече янахĕ çине хăпарма юнашар ларакан сĕтелпе е теттепе усă кураççĕ те, карнă сетка çине таянса чỹречерен тухса ỹкеççĕ. Аслисен хваттерсене уçăлтарнă чухне питĕ тимлĕ пулмалла, ачасене пỹлĕмре хăйсем тĕллĕн хăвармалла мар. Чỹречесем çине ятарлă блокатор вырнаçтармалла. Сĕтел-пукана кантăкпа юнашар ан лартăр. Енчен те уçă чỹрече умĕнче ачана асăрхасан, курмăш пулса иртсе ан кайăр, "02" номерпе шăнкăравлăр.
А.ИВАНОВА.