06 июля 2018 г.
Шăрăх кунсем тăраççĕ. Сывлăш температури тепĕр чухне 30 градусран та çỹлерех хăпарать.
Çакăн пек чухне урамра сахалтарах пулма тăрăшмалла, йывăр ĕçсем тума тăхтамалла. Пỹлĕмре вара форточкăсемпе чỹречесене уçмалла, сывлăша сивĕтсе-куçарса тăракан вентиляторсемпе кондиционерсене ямалла. Урама тухнă чухне çăмăл, мăя кансĕрлемен тум тăхăнмалла. Шурă тĕслĕ тутăр, панама, шĕлепке, бейсболка пулмалла пуçра, хĕвелтен хỹтĕлекен куçлăх е зонтик илсен те юрать. Шăрăх кунсенче çуллă апат çиессинчен пăрăнмалла, аш-какая пулă тата тинĕс продукчĕсемпе улăштарсан аван. Ирхине тата каçхине кăна апатланма тăрăшмалла. Апат-çимĕç пăсăлассинчен асăрханмалла. Чей, минераллă шыв, морс, çуллăхĕ сахалтарах кефирпа сĕт продукчĕсем, витаминлă сĕткенсем ытларах ĕçмелле. Сăрапа эрех ан ĕçĕр. Пỹресемпе чĕре тата юн тымарĕсемпе чирлекенсен шыв ĕçнĕ чухне асăрхануллă пулмалла, ытлашши ĕçессинчен асăрханмалла, талăкра 1,5 литртан ытлашши ĕçмелле мар. Пахча-çимĕçпе улма-çырла çисе иммунитета çирĕплетмелле. Куллен лĕпленнĕ шывпа çăвăнса илессине йăлана кĕртмелле. Обществăлла транспортпа сахалтарах çỹремелле. Çынсем нумай пухăнакан кинотеатрсемпе магазинсенче те сывлăша уçăлтаракан кондиционерсем пулмалла. Ятарласа уйăрнă вырăнсенче йĕркене çирĕп пăхăнса шыва кĕмелле. Çỹлерех асăннă правилăсене пурнăçа кĕртсен шăрăх çанталăка чиперех тỹсме пулать.
Т.ИГНАТЬЕВА.