06 июля 2018 г.
Сывă шăлсем - сывлăхлă ачасемпе наци" ырă тăвакансен юхăмне Тăвайри "Радуга" шкулчченхи учреждени те хутшăнчĕ. Пĕчĕккисем куллен хăйсен шăлĕсене тасатассине йăлана кĕртчĕр тесе йĕркеленĕ ăна.
Ясли-садăн медицина сестри С.Николаева хатĕрленỹ ушкăнĕнче "Сывă шăлсем" урок ирттернĕ. Шăлсене упрамалли пирки калакан илемлĕ фильма ачасем тимлесе пăхнă. Шăлсене тĕрĕс тасатас хăнăхупа, врач-стоматолог профессийĕпе паллашнă.
М.Ананьева педагог-психолог куллен сĕт, тăпăрчă, кефир тата пахча çимĕçсем çимелли пирки ăнлантарнă аслă ушкăнри ачасене. Вĕсем çавăн пекех кашни çыннăн шăл тасатмалли пастăпа щетка пулмаллине пĕлнĕ.
Кĕçĕн ушкăнри ачасене Лариса Фомина воспитательница шăлсене пастăпа тасатса тăмасан, пĕрмай канфетпа шоколад çисен шăлсен эмалĕ сиенленни, вĕсем ыратма пуçлани çинчен калакан халаппа паллаштарнă.
Ачасен кулли çăвар ăшчиккине тасатсах тăрсан, сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан хаваслă та ырă пулĕ.
В.ФЕДОРОВ.