06 июля 2018 г.
Кĕсъене ытларах укçа чикес шутпа хăшĕ-пĕри саккуна та пăхăнасшăн мар.
Акă ку тĕлĕшпе этил спирчĕпе, алкогольпе тата спиртлă ытти продукципе сутăн тăвассине йĕркелекен законодательствăна пăссах Чутей ялĕнчи "Продукты" магазинта индивидуаллă предприниматель 20 тĕрлĕ çирĕп алкоголь продукцийĕ ярăнтарнă - водка, коньяк, тĕрлĕ йышши ытти эрех.
Асăннă тĕслĕхпе районти прокуратура ун тĕлĕшпе РФ КоАПăн 14.17.1 статйин 2 пайĕпе административлă право йĕркине пăснă пирки ĕç пуçарнă. Вăл çак саккунсăр суту-илĕве - предпринирматель ĕçне юридически лицо йĕркелемесĕрех - тунă. Унран алкоголĕн саккунсăр çаврăнăшĕнчи 25 литр ытла хаяр шĕвек тытса илнĕ. Индивидуаллă предпринимателе наказани - 100 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран штраф кĕтет, пĕрлех унăн спиртлă продукцине конфискацилеççĕ.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ