06 июля 2018 г.
Наркотикла япаласемпе усă курассине хирĕçлекен комисси те пур район администрацийĕн çумĕнче. Киревсĕр йăлапа ашкăнакансене, наркотиксем сутакансене тупса палăртас енĕпе чылай ĕçлет вăл, профилактитка ĕçĕсем йĕркелесе тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Иртнĕ уйăхра асăннă комиссин черетлĕ ларăвĕ пулнă.
Унта тăватă ыйту пăхса тухнă.
Наркотикла япаласемпе усă куракансемпе сутакансен çулне пỹлесси пирки полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ Б.Борисовпа Т.Игнатьева врач-нарколог тухса калаçнă.
Тушкилпе Тăвай шкулĕсенче асăннă киревсĕр йăлапа мĕнле кĕрешнине сỹтсе явассине кăçалхи виççĕмĕш квартала хăварнă.
Комисси протокол йышăнăвĕсене мĕнле пурнăçа кĕртнине пĕтĕмлетнĕ виççĕмĕш ыйтупа.
Наркоманипе кĕрешекен комиссин ответлă секретарĕ С.Николаева ларура малашлăхри мероприятисем пирки те сăмах хускатнă.
В.ВАСИЛЬЕВ.