06 июля 2018 г.
Ку статьяра Ольга Ильинична Меркурьева çинчен çырса кăтартасшăн. Районта аслăрах ỹсĕмрисенчен чылайăшĕ паллать-тĕр ăна. Мăшăрĕ те Чăваш Енри паллă художник.
Вăл 1923 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1936 çулта ялти тулли мар вăтам пĕлỹ паракан шкултан вĕренсе тухнă. 1938 çулта Григорий Спиридонов скульптор çине тăнипе Канашри 1-мĕш вăтам пĕлỹ паракан шкулта пĕлỹ пухнă. 1938-1941 çулсенче Канашри педагогика училищинче кĕçĕн классенче вĕрентекен учитель профессине алла илнĕ. Вĕрентекен пулни çинчен çирĕплетекен свидетельствăна шăп та лăп июнĕн 21-мĕшĕнче панă, тепĕр кунне вара вăрçă пуçланнă. Пĕрле вĕреннĕ арçын ачасенчен хăшĕ-пĕрисем килĕсене те кайма ĕлкĕреймен, военкоматран тỹрех фронта илсе кайнă. 19 каччăран 8-шĕ çеç чĕрĕ таврăннă (О.И.Меркурьва аса илнинчен).
Çамрăк педагог ачасене вĕрентес ĕçе çав çулхине Ураскассинчи пуçламăш шкулта пуçăннă, кăштахран ăна Енĕш Нăрвашри пуçламăш шкула ĕçлеме куçарнă. Сивĕ хĕл кунĕсенче 17 çулхи Серафима йăмăкĕпе пĕрле хỹтĕлев сооруженийĕсем чавма хутшăннă вăл. Çавăн чухне Серафима шăнса чирленĕ те нумаях пурăнайман.
Енĕш Нăрваш шкулĕнче Ольга Ильинична çирĕм çула яхăн ĕçленĕ. Ун хыççăн Канашри педучилище çумĕнчи пуçламăш шкулта 1978 çулччен вăй хунă. Ĕçлеме ỹркенмен хĕрарăм пенсие тухсан пĕр хушă Канашри 5-мĕш номерлĕ шкулта, хулари 54-мĕш аптекăра тăрăшнă.
1985-1986 çулсенче мăшăрĕпе П.М.Меркурьевпа Тăвайри краеведени музейĕ йĕркелеме чылай вăй хунă. Ун хыççăн ялта М.С.Спиридоновăн мемориал музей-çуртне тăвас ĕçе пикеннĕ. Ольга Ильинична Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕ йĕркелесе ярас ĕçне те активлăх кăтартнă. 1991 çулхи январьтен 2004 çулччен музей директорĕ пулнă. Музейра пысăк ĕçсем туса ирттернĕ, мăшăрĕпе Павел Меркурьевичпа Енĕш Нăрвашри музея чылай картина парнеленĕ. Паянхи кунччен те ялти тата Канашри музейсемпе тачă çыхăну тытать ĕç ветеранĕ, тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнать.
Ольга Ильиничнăн наградăсем те чылай. Чи сумлăраххисем: "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" (1946 ç.) медаль, "РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллă (1969 ç.), "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллă (1974, 1976 ç.ç.), РСФСР вĕрентỹ министерствин Хисеп грамоти, тĕрлĕ çулсенчи юбилей медалĕсем.
Çак кунсенче О.И.Меркурьевана Канаш хулинче савăнăçлă лару-тăрура хисеплесе чысланă. 95 çулхи сумлă юбилейпе Тăвай район администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Канаш хулинчи краеведени музейĕн директорĕ Маргарита Данилова, Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ Владимир Петров тата Ольга Ильиничнăн çывăх тăванĕсемпе çыннисем, пĕрле ĕçленĕ учительсем çирĕп сывлăх сунса ăшшăн саламларĕç. Тĕрлĕ грамотăсем, Тав çырăвĕсемпе парнесем парса чысларĕç. "Яланах тарават та маттур, çынсем хушшинче пулăр Кун-çулăр вăрăм пултăр, 100 çултан та иртĕр," - терĕç.
В.ПЕТРОВ.
Енĕш Нăрваш ялĕ.