06 июля 2018 г.

Эх, аван-çке çуллахи каникул кунĕсем! Унăн малтанхи кунех асра юлчĕ "Лабиринт вăхăчĕ" лагерьте. Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи лапамра ачасене хỹтĕлемелли куна уявлама хутшăнтăмăр, вăйăсем вылярăмăр. Асфальт çинче ỹкерсе 1-мĕш вырăна тухрăмăр.
Лагерьти воспитательсем Роза Викторовнапа Валентина Николаевна пирĕнпе тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем ирттерчĕç. Лагерь ертỹçи Раиса Александровна пирĕн ĕç-хĕлпе куллен интересленсе тăчĕ, поварсем тутлă апат çитерес тесе тăрăшрĕç. Мана уйрăмах "Аль" ФСКна бассейна çỹрени килĕшрĕ. Борис Алексеевич пире ишме вĕрентрĕ. Вăл - лайăх тренер, шỹтлеме те юратать.
Лагере хаваспах çỹрерĕм.
Анастасия ИВАНОВА.
Тĕмер шкулĕ.