АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пикенсех хатĕрлеççĕ

29 июня 2018 г.

 

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен фермер хуçалăхĕсенче хальхи вăхăтра пикенсех хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.

Районти АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн оперативлă даннăйĕсем тăрăх, ку вăхăт тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем 9592 гектар йышăнаççĕ. Çĕрулмине кăçал 56 гектар вырăн панă, паянхи кун тĕлне ретсен хушшисене пĕрремĕш хут ĕçлесе хатĕрленĕ. Пахчаçимĕçе хуçалăхсем 4 гектар вырăн уйăрнă. Кукуруза 535 гектар çинче çитĕнет. Пĕр çул ỹсекен курăксене 600, нумай çул ỹсекен курăксене хăйхальлĕн 470 гектар çĕнетсе акнă. Калчасене, паллах, лайăх пăхса тăмалла пысăк тухăç илес тесен. Çак тĕллевпе вĕсене çумкурăксенчен хỹтĕлесе 8925 гектарне гербицид сапнă. Хими пулăшнипе 2700 гектара чир-чĕртен хỹтĕленĕ. Кĕрхи тĕш тырă культурисем акма 720 гектар çĕр хатĕрлесе хунă. Ку ĕçсем пурте малалла пыраççĕ.

Выльăх апачĕ тенĕрен, хуçалăхсем выльăх апачлĕх 4650 гектар нумай çул ỹсекен курăксем çулнă. Утăлăх ку вăхăт тĕлне 2590 тонна типĕтсе рулонланă, сенаж 5200 тонна хывнă. Выльăхсене ăнăçлă хĕл каçармашкăн кăçал çитес хĕл валли 7926 тонна утă, 15362 тонна сенаж тата 10080 тонна силос хатĕрлесе хума палăртнă.

Н.КРАСНОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика