29 июня 2018 г.
Халăхсен туслăхĕн çурчĕ умĕнчи лапамра наци культурисен иккĕмĕш фестивалĕ иртнĕ.
ЧР Культура министерстви пулăшнипе йĕркеленĕ мероприяти республикăри вун-вун халăхăн туслăхне çирĕплетме, йăли-йĕркине, пултарулăхне аталантарма пулăшĕ.
Уяв программине Шупашкар хулинчи, Шупашкар, Вăрмар, Тăвай, Вăрнар районĕсенчи халăх пултарулăх коллективĕсен 200 яхăн артисчĕн юрри-ташши, сăвви-кĕвви илемлетнĕ.
Пирĕн районтан Мучарти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ хутшăннă. Сăмах май, мучарсем 2016 тата 2017 çулсенче культура çурчĕсене модернизацилес енĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Уйăрнă укçа-тенкĕпе оборудовани, музыка инструменчĕсем туяннă, ялти артистсем наци тумĕсемпе пуянланнă. Культура çурчĕн сцени те хăйĕн капăрлăхĕпе уйрăлса тăрать.
Чăвашсем хушшинче пурăнакан чăн-чăн вырăссем хăйсен культурине, йăли-йĕркине упраса малалла аталантарса пыраççĕ.
Юрлас ăсталăхне фестивальте те палăртнă. Сассисем уçă, вăйлă, янăравлă вĕсен, сцена çинче хăйсене ирĕклĕн тытаççĕ.
А.АЛЕКСЕЕВА.