29 июня 2018 г.
Пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли сертификатсем панă Чернобыльти АЭСри аварие пĕтерме пулăшнисене, пурĕ 9 миллион та 889,7 пин тенкĕлĕх.
Вăрнар, Çĕрпỹ, Комсомольски, Шупашкар, Канаш районĕсенче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем илнĕ пулăшу. Пĕр сертификачĕ вăтамран 1 миллион та 412,8 пин тенкĕпе танлашнă.
Пирĕн районта хальхи вăхăтра Чернобыль инкекне сирме пулăшнă 11 çын пурăнать.
П.ПЕТРОВ.