29 июня 2018 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çĕртме уйăхĕнчи йышăнăвĕпе районтан Вячеслав Владимирович Иванова, Аркадий Васильевич Васильева, Елена Петровна Павлована, Ираида Варфоломеевна Султанована, çу уйăхĕнче икĕ çынна - Любовь Михайловна Кузьминапа Игорь Васильевич Хвостова "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят панă. Ака уйăхĕнче çак хисеплĕ ята Вера Васильевна Большова, Валентина Федоровна Иеронова, Альбина Ревовна Кузьмина, Екатерина Михайловна Птичкина, Елена Ивановна Шерне тивĕçнĕччĕ.
М.СЕРГЕЕВА.