29 июня 2018 г.
Сергей Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулса пухассине вĕçленĕ. Маларахах кал-кал пуçăннă кунта çитес хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлеме, курăксене вăхăтра пухса кĕртсе, вĕсене çу каçа иккĕмĕш, виççĕмĕш хут çулса илме ĕмĕтленеççĕ. 447 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене çулса типтерленĕ хуçалăх ĕçченĕсем, 1400 тонна сенаж, 175 тонна паха утă янтăласа хунă çемье ферминчи мăйракаллă шултра выльăхсем валли. Каю ỹснĕçемĕн выльăх апачĕн хисепне малалла хушăнтарса пырĕç. Паха апат ытлă-çитлĕ пулсан выльăх-чĕрлĕх продукцине те ытларах туса илме май килĕ. Çак тĕллевпе вăй хураççĕ те хăйсен хуçалăхĕнче Илларионовсемпе вĕсем патĕнче ĕçлекенсем.
-Июль çурринче нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулса илме тытăнатпăр. Пурте çителĕклĕ чухне пурăнма тата ĕçлеме шанчăклă. Акă эпир хуçалăхра сăвакан ĕнесене паян кун та пĕлтĕр хатĕрленĕ сенажпа кукуруза силосĕ çитеретпĕр. Сăвакан ĕнесем пирĕн 375 пуç. Вĕсене кĕтĕве кăлармастпăр, алăран тăрантаратпăр, тулли рационпа тивĕçтерме тăрăшатпăр, - каласа парать çемье фермин заведующийĕ Надежда Разиновна Федорова.
375 ĕнерен ку вăхăтра куллен 5 тонна çурăран кая мар сĕт суса илеççĕ. Пысăк кĕтỹшĕн начар мар сăвăм ку. Сĕт кỹлли теме пулать. Ĕçшĕн çуннăран вĕт çакăн пек кăтарту. Вăйлă сăвăм - ырлăх-пурлăх тата сывлăх çăлкуçĕ.
Тăрăшаççĕ хуçалăхра. Сĕтпе сĕт çимĕçĕсене хуласене те ăсатаççĕ. Продукцие вырăнтах ĕçлесе хатĕрлеме тăрăшни те лайăх пуçару Илларионовсен. Акă тата Республика кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнчи Валентина Ивановна Григорьева пăру пăхакана "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă май тав туса саламланă. Валентина Ивановна, Надежда Разиновна заведующи каланă тăрăх, хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленнĕренпех фермăра тỹрĕ кăмăлпа ĕçлет, чи тăрăшуллисенчен пĕри. Район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Родионович Краснов та питĕ ырăпа асăнчĕ Валентина Ивановна пирки, ĕçчен алăллă, ĕç тесессĕн юн вĕрет унăн, терĕ. В.Григорьева çемьеллĕ, ача-пăчаллă, пĕр хĕрпе ывăл унăн, мăнукĕсем пур. Мăшăрĕ те çумрах.
Надежда Разиновна вара ĕнесене апатлакан Владимир Ильич Алексеевпа Алексей Валерьевич Александров механизаторсем тĕлĕшпе те ăшă сăмахсем тупрĕ. Вĕсенчен пĕри погрузчикпе, тепри раздатчикпе хастар ĕçленине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне куккурузпа тĕш тырă культурисен калчисене çумкурăкран хỹтĕлесе гербицид сапнă çĕрте ĕçсем пынине те асăнчĕ, ăна çак кунсенче вĕçлеççĕ.
Тырă лаптăкĕ сахалах мар хуçалăхăн, унсăр пуçне куккуруза та икçĕр гектара яхăн. Ăна, сĕтеклĕ культурăна, сăвăма ỹстерме çуллен акса тăвасси йăлана кĕнĕ.
И.ГЛАДКОВ.