АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район таса пултăр

29 июня 2018 г.

 

Республикăра иртекен пысăк экологи рейчĕсем хăйсен çимĕçне кỹреççĕ. Каяшсене тĕрĕс упрас, хăй тĕллĕн пулса кайнă свалкăсене пĕтерес ыйтусем чылай çĕрте çивĕч тăраççĕ. Çавăнпа та Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе республикăри "Симĕс хула" обществăлла экологи пĕрлĕхĕ пурнăçа кĕртекен "Обществăн экологи пĕрлешĕвĕ" проекчĕ республикăри районсене те пăрăнса иртмен.

Çурхи рейд вăхăтĕнче эко-инспекторсем Тăвай районĕнчи полигона та çитнĕ. Анчах куçа тỹрех ăна карта тытса çавăрманни курăннă, вăл хăш вырăнта вĕçленнине тата уй ăçта пуçланнине те пĕлме йывăр. Каяшсене шута илмеççĕ, вĕсене кунта кирек кам та пырса тăкма пултарать. Автомобильсен йывăрăшне виçме тарасасем те, радиаци тĕрĕслевĕ те çук, каяша уйăрса хатĕрлемеççĕ. Кунтах эко-инспекторсене кăмăла пăсакан ырă мар япала та кĕтнĕ: хытă каяшсен полигонĕнчен инçере те мар мăйракаллă шултра выльăхсен виллисен юлашкийĕсем выртнă. Кунашкал йĕркесĕрлĕхпе хуçасăрлăх ветеринари законодательствине вăйлă пăсни пулать. Мĕншĕн тесен выльăхсен виллисене вырнаçтарас тĕлĕшпе требованисем çирĕп.

Пур çитменлĕхе те шута илнĕ тата вĕсене пĕтерес пирки вырăнти влаç органĕсене запрос янă. Эко-инспекторсем тăрăшнипе Шупашкар, Куславкка, Муркаш, Çĕрпỹ районĕсенчи, Çĕмĕрлепе Канаш хулисенчи свалкăсене пĕтернĕ. Асăннă вырăнсенче пурăнакансем тинех тулли кăкăрпа сывлама тата хăйсем таврашĕнчи çĕрĕн экологи хăрушсăрлăхĕ пирки пăшăрханмасăр пурăнма пултараççĕ. Ытти çĕрти çитменлĕхсемпе малалла кĕрешеççĕ.

Сăмах майăн каласан, республикăра пурăнакан кашни çын хăй еккипе пулса кайнă свалкăсемпе çитменлĕхсем çинчен ecocontrol21.ru сайтпа информаци ярса пама пултарать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика