АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйту сỹтсе явнă

26 июня 2018 г.

 

Ку ĕç эрни те йăлана кĕнĕ пĕрлехи ларуран пуçланнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пынă.

АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Краснов районта выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пулса пыни пирки пĕлтернĕ. 3260 гектар (50 процент ытла) нумай çул ỹсекен курăксем çулнă, 3300 тонна (21 процент) сенаж хатĕрленĕ, утă 1590 тонна (20 процент) типĕтнĕ.

-Республика кунĕпе çыхăннă уявсем иртрĕç, халĕ выльăх апачĕ ытларах хатĕрлессишĕн тимлемелле, вырма техникине юсамалла, хутмалли сезон пирки те манмалла мар, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Ытти актуаллă ыйтусене те палăртнă вăл.

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче наркоманипе кĕрешмелли куна халалланă çамрăксен çуллахи спартакиади иртет Тăвай ялĕнчи спорткомплексра.

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти выпускнисен хаваслă каçĕ пулать, 19 сехетре пуçланать.

Г.ЕГОРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика