АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ураскассисем район хаçачĕпе туслă

26 июня 2018 г.

Ураскассисем район хаçачĕпе туслă

 

Ураскасси - районти чи илемлĕ ялсенчен пĕри. Кил шучĕ те, халăх йышĕ те пысăках мар унта, çамрăксемпе ачасем те нумаях мар. Апла пулин те пурнăç çĕнелсех пырать асăннă ялта.

Пирĕн тăрăхра та çанталăк ăшăтрĕ. Тỹпери сар хĕвел пайăркисене вăйлах çĕр çине сапалать темиçе кун. Пĕр-икĕ хутчен те пулнă-ха Ураскассинче. Урамĕсем симĕс, таса, чечеклĕ пулни тыткăнлатчĕ кашнинчех. Çыннисем те питĕ тарават унта. Акă, шурă тĕслĕ, чечеклĕ тутăр çыхнă кинемее хăваласа çитрĕмĕр. "Сывлăх сунатпăр, ăçталла çул тытатăр-ха?" - сăмах хушрăмăр эпир. "Пирĕн магазинта ĕçлекенсем районта тухса тăракан "Ял ĕçченне" çырăнтараççĕ, теççĕ. Пĕччен пурăнма кичем атту, çур çуллăха тантăшлă пуласшăн-ха. Магазина кашни кун çăкăр илме килетпĕр-çке, хаçат та илсе кайăпăр вара тĕрлĕ таварпа пĕрле", - "Тăвайри кооператив" потребобщество вулакансене - ял çыннисене çавнашкал çăмăллăхпа та тивĕçтернĕшĕн хĕпĕртесе калаçать ватă.

Çапла сăмахлакаласа Ураскассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинне çитнине сисмерĕмĕр те. Кунта тĕплĕн юсаса çĕнетнĕ хыççăн йĕркеленĕ уявĕнче те пулнăччĕ-ха, ял çыннисемпе пĕрле савăннăччĕ.

Хальхинче тавар туянакансене Людмила Петровна Иванова сутуçă тивĕçтеретчĕ, ăшшăн калаçатчĕ вăл. 1985 çулта ĕçлеме пуçланă иккен вăл суту-илỹ системинче. Пĕр вăхăт пăрахнă ку енĕпе тимлеме, унтан 2001 çулта каллех кооператорсемпе пĕрле пулма кăмăл тунă. Мăшăрĕпе, Анатолий Николаевичпа, икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Мăнукĕсем те пур мăшăрăн.

Тамара Ивановна Григорьева 1980 çулта тăнă та ялти магазин сентри умне, çавăнтанпа тĕрлĕ тавар сĕнет çынсене. Унăн наградисен шучĕ те çук, тесен те йăнăш мар пулĕ. "Пĕр хăнăхнă ĕçрен уйрăлас килмест", - тет кăмăллăн харсăр хĕрарăм. Унăн мăшăрне Георгий Николаевич тесе хисеплеççĕ. Кăçал вăл "Ака чемпионĕ-2018" тесе çырнă лентăна, Хисеп грамотипе хаклă парнене тивĕçнĕ. Виçĕ хĕр ỹстерсе çемьелентернĕ Григорьевсем, мăнукĕсем те куç тулли вĕсен.

-Ураскассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн коллективĕ аван ĕçлет, уйăхри плана тултарсах пырать, - пĕлтерчĕç "Тăвайри кооператив" потребобщество ертỹçисем.

Район хаçатçисене ытти ялсенчи кооператорсен магазинĕсем те пулăшаççĕ. Иккĕмĕш çур çула хаçат çырăнтарас енĕпе ураскассисем лайăххисен йышĕнче, тав тăватпăр, ĕçĕсенче ăнăçусем сунатпăр эпир вĕсене.

2018 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр çыхăну уйрăмĕсенче вĕçленсе пырать.

Çак уйăхăн юлашки кунĕчченех вара Тăвай енри ялсенчи магазинсенчен те илсе тăмалла районта тухакан "Ял ĕçченĕ" хаçата 250 тенкĕпе çырăнма пулать. Лавккана кĕрсен таварне те туянатăр, çула май хаçатне те илсе каятăр. Хаçат редакцийĕнче те çĕртме уйăхĕ вĕçленичченех çырăнтараççĕ. Хакĕ çавах.

Вырăнти пичет кăларăмĕсĕр ан юлăр, ăна паянах çырăнма васкăр.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика