26 июня 2018 г.

Районти вăрçă, ĕç тата шалти ĕçсен органĕн ветеранĕсен пленумĕ иртнĕ. Тăвай енри волонтерсен юхăмĕн ĕçĕпе социаллă аталану тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ О.Кириллова паллаштарнă.
"Ырă тăвакансен пархатарлă ĕçĕ яланах пысăк хисепре пулнă. Уçă чĕреллĕ çынсем теприне пулăшу пама васкани пирĕн хушăра ыркăмăллăх çирĕпленсех пынине палăртать", - тенĕ Оксана Алексеевна.
Раççей Президенчĕ 2018 çула ырă ĕç тăвакансен, волонтерсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Волонтерсем больницăсенче, социаллă учрежденисенче ĕçлеççĕ, çухалнă çынсене тупма пулăшаççĕ, çут çанталăкпа культура палăкĕсене упрама хутшăнаççĕ, вăрçăра пуçне хунă салтаксен ырă ятне тавăраççĕ, халăхсем хушшинчи пысăк мероприятисенче активлăх кăтартаççĕ тата ытти те.
Пирĕн районта çамрăксене ырă ĕç тума ытларах хутшăнтарас енĕпе чылай тимлеççĕ. "Волонтерству - да!", "Школа добровольца" ятлă çавра сĕтелсем йĕркелеççĕ, шкулсем ĕçлеççĕ.
Паянхи куна пурĕ 25 отряд шутланать. Вĕсем ватăсемпе ĕçлеççĕ, сывлăхшăн тăрăшаççĕ, экологишĕн тимлеççĕ, ыркăмăллăх акцийĕсем ирттереççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма хистеççĕ, йывăр лару-тăрури ачасене асăрхаса тăраççĕ, патриотла воспитани парассипе тăрăшаççĕ тата ытти те. 383 çын шутланать ырă ĕç тăвакансен отрячĕсенче. "Раççейри ырă ĕç тăвакансем" порталăн "Интернет" информаципе телекоммуникаци сетĕнче 44 çын регистрациленнĕ, волонтерсем тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан семинар-тренингсем иртеççĕ вĕрентỹ организацийĕсенче. Шкулсенче экологи проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Волонтерсем çырмасене, çăл куçсене тасатаççĕ, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене пăхса тăраççĕ, вĕçен кайăксем валли сырăшсемпе вĕллесем тăваççĕ.
Вĕренекенсем ветерансене, тыл ĕçченĕсене, аслă ăрурисене вăй çитнĕ ĕçсем туса пулăшаççĕ.
-Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ тепĕр çула та тăсăлĕ. Ырă кăмăллă çынсен ĕçĕ нихăçан та вĕçленмĕ, кашни волонтер тăван çĕре чечеклентерме харпăр хăй тỹпине хывĕ, - тесе вĕçлерĕ сăмахне О.Кириллова районти ветерансен пленумĕнче.
О.АЛЕКСЕЕВА.