26 июня 2018 г.
Энергоресурссемшĕн вăхăтра тата туллин тỹлени - предприятисен ăнăçлăхĕпе тăнăçлăхĕн палли.
Иртнĕ кунсенче Чăваш Енри электроэнергин чи лайăх потребителĕсене чысланă. Пĕтĕм Раççейри "Шанчăклă ĕçтеш" акцин регионти тапхăрĕнче çĕнтернĕ конкурсăн "аграри номинацийĕн" лауреачĕ хушшинче пирĕн районти Кармалти Валерий Грачев фермер хуçалăхĕ те пур.
"Энергипе усă курассине лайăхлатса пыма тăрăшатпăр. Конкурсри çĕнтерĕве пĕтĕм коллектив тунă, - тет Валерий Геннадьевич. -Регион тапхăрĕнче тĕрлĕ сферăри корпоративлă 12 пине яхăн клиенчĕн списокĕнчен чи лайăх 28 потребителе суйласа илнĕ. Пирĕн хуçалăх энергетиксен умĕнчи обязательствăсене вăхăтра пурнăçланипе пĕрлех, энергоперекетлĕх енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыма тимлет".
Р.ВАСИЛЬЕВА.