26 июня 2018 г.
Енĕш Нăрваш ялĕнче июнĕн 22-мĕшĕнче асăнупа хурлăх кунне паллă тума ялти асăну палăкĕ умне ял администрацийĕн, культура ĕçченĕсем, шкулти учительсем тата ялти уйрăм çынсем чылай пуçтарăнчĕç.
Митинга ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров уçрĕ. Вăл Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă ентешсене яланах асра тытма кирли çинчен чарăнса тăчĕ, асăну палăкĕн комплексне тĕпрен çĕнетме кирли çинчен каларĕ. Ун хыççăн музей заведующийĕ Владимир Петров ялти вăрçă участникĕсем çинчен ятарлă папкăсем, стендсем йĕркелени, çĕнĕрен те çĕнĕ материалсем, сăн ỹкерчĕксем тупас ĕçсем малалла пыни çинчен асăнчĕ. Владимир Ефимов отставкăри подполковник ашшĕ вăрçа кайсан çуралнă. Ашшĕ вара вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. "Яланах мирлĕ пурнăç пултăр", - терĕ вăл.
Олег Ярмулин учитель вăрçăра вилнисен ушкăнне интернет урлă шыраса тупнă, малашне татах та ку ĕçе тăсма кирли çинчен палăртса хăварчĕ.
Ванда Егорован кукашшĕ фронтра пуçне хунă, вăл та вăрçă хирĕнче вилнисене яланах асра тытма кирли çинчен каларĕ. "Пурин ятне те асăну палăкĕ çине кĕртме тăрăшмалла", - терĕ.
Çавăн хыççăн шăплăх минучĕ пулчĕ, асăну палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
В.ПЕТРОВ.