АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клубра - юсав

26 июня 2018 г.

 

Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ кăçал клуба юсас, унăн урайне тĕпрен улăштарса çĕнетес кăмăлпа кĕчĕ 2018 çула. Ку вăл кăçал пурнăçа кĕртме пăхнă ĕçсенчен пĕри. Çак шутпа конкурса хутшăннă, грант çĕнсе илнĕ. Пĕрлех музыка инструменчĕсем те туянма пăхнă. Ку тĕлĕшпе республика укçа-тенкĕ уйăрать.

Культура çуртĕнче юсав май уйăхĕнченпе пырать. Ĕçсене вĕçлемеллеччĕ ĕнтĕ, анчах вĕсем тăсăлса кайнă. Юсав ĕçĕсене çĕнĕшупашкарсем пурнăçлаççĕ, тендера вĕсем выляса илнĕ. Иртнĕ эрнекун тĕлне фойери урайне сарса тухнă, залри тата сцена урайĕсене çĕнетессине вĕçне çитереймен-ха. Ытти çĕрте те сармалли пур. Пуçтарăнса, кал-кал ĕçлесе, юсава çине тăрса вĕçлеме тăрăшмалла ĕнтĕ. Урайне те сăрламалла. Подрядчикĕн çаксене шута илмелле.

Музыка инструменчĕсем пирки калас пулсан, вĕсене укçа куçарнăçемĕн туянсах пыраççĕ. Ку таранччен сасă колонкисем, микрофонсем, баян, икĕ чăваш кĕпи, ытти хăш-пĕр япаласем туяннă тата та пур-ха илмелли.

И.ИВАНОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика