АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх тасалăхĕшĕн

26 июня 2018 г.

 

Çут çанталăка та çынсенчен пулăшу кирлĕ. Çакна шута илсе, район прокуратури çут çанталăк сыхлав законодательствине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Производство тата йăла каяшĕсемпе ĕçленĕ чухне санитарипе эпидемиологи законодательствине пăснă тĕслĕхсем палăрнă.

Çапла Элпуç, Тушкил, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсен администрацийĕсем йăлари хытă каяшсене тата çỹп-çапа пухса турттарса тухассипе кирлĕ пек ĕçлеменни çиеле тухнă. Асăннă ял тăрăхĕсен территорине кĕрекен хăш-пĕр ялсенче каяша пухмалли ятарлă площадкăсем тата çỹп-çап контейнерĕсем хăйсем те çук. Çавна пула хăш-пĕр ялсенче пурăнакансем производствăпа йăла каяшĕсене, тĕрлĕ ăпăр-тапăра çакна валли ятарласа уйăрман вырăнсенех (çырмасене, уйсене, ял хĕррисене) пăрахаççĕ. Прокуратурăн тĕрĕслев материалĕсем тăрăх должноçри айăплă çынсене дисциплинарлă яваплăх тыттарнă. Çитменлĕхсене пĕтерме прокуратура Вăрмар районĕн судне иск заявленийĕ тăратнă, Элпуç, Тушкил, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсен администрацийĕсене хытă каяшсем пухассине пур çĕрте те йĕркелеме, пурăнакансен хисепне кура контейнерсем миçе кирлине, каяшсем пухăнмалли нормăсемпе управ срокĕсене палăртма, транспорт кĕрсе тухмалли ятарлă площадкăсем уйăрма тата вĕсенче контейнерсем çителĕклĕ вырнаçтармашкăн хушу кăларма ыйтнă. Суд прокуратура ыйтнисене тивĕçтернĕ, халĕ вĕсене епле пурнăçланине прокуратура контрольте тытать.

О.ЯСТРЕБОВА,

район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика