26 июня 2018 г.

Шкул ачисемшĕн чи илемлĕ те савăк кунсем тăраççĕ. Вĕсем каникулта пулин те пĕлỹ çурчĕсенче ача сассисемпе тулличчĕ.
Тĕмерти шкул çумĕнче кăçал сывлăха çирĕплетекен пĕр лагерь йĕркеленĕ. "Лабиринт времени" ятлăскер, 25 ачана пĕрлештерсе тăчĕ. Иртнĕ кунсенче хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Лагерь программи тĕрлĕ мероприятисенчен пуян пулчĕ. Ачасем тĕрлĕ вăйăсенче, ăмăртусенче, конкурссенче тупăшрĕç, çут çанталăк ырлăхĕпе киленчĕç. Эрнере пĕр хут Тăвайри "Аль" физкультурăпа спорт комплексне бассейна шыва кĕме çỹрерĕç.
Виçĕ куна тăсăлчĕ районти лагерьсене çỹрекен ачасен спартакиади. Эстафетăра, канат туртса, пионерболла, шашкăлла, футболла выляса тупăшрĕç ачасем. Шашкăпа футбол вăййисенче 3-мĕш вырăнсене тухма пултарчĕç вĕсем.
Сăмах май, лагерьсенче канакан шкул ачисен районти Спартакиадине 9 команда хутшăнчĕ. Виçĕ кун пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Тушкилти вăтам шкул çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Тăвай, виççĕмĕшĕнче - Йăнтăрчă шкулĕсем.
Футбол - арçын ачасемшĕн чи юратнă спорт вăййи. Раççейре тĕнче чемпионачĕ пынă майăн футболла вылямасăр лагерьте пĕр кун та иртмерĕ.
Тăвайĕнчи культура çуртне "Красная шапочка и инопланетяне" юмах кайса курчĕç, питĕ кăмăллă юлчĕç.
Ачасен канăвне йĕркелекенсем Р.А. Иванова (лагерь ертỹçи), В.Н.Чумышевапа Р.В.Якуркина (воспитательсем), Б.А. Емельянов (тренер ачасемпе ăмăрту ирттернĕ вăхăтра).
Марина Роштовапа Надежда Воробьева поварсем ачасене кунсерен техĕмлĕ апатпа сăйларĕç, тутлă çимĕçсепе савăнтарчĕç. Н.И.Жилкин водитель Кармал тата Вăтаяль ачисене автобуспа кайса илсе леçсе хăварчĕ.
"Лабиринт времени" тĕрлĕ вăхăта çитсе курчĕ: пĕрремĕш олимпиада вăййи, "Пиратские головоломки" квест питĕ килĕшрĕ ачасене, совет вăхăтĕнчи пионерсен ĕçĕсемпе, атрибучĕсемпе паллашрĕç. Июнĕн 22-мĕшĕнче, асăнупа хурлăх кунĕнче, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умĕнче литературăпа музыка композицийĕ ирттерчĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç.
Р.ЯКУРКИНА,
В.ЧУМЫШЕВА.
Тĕмер шкулĕ.