26 июня 2018 г.
Чăваш Ен сывлăх сыхлав министерствин "Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпиталĕ" бюджетлă учреждение çĕнĕлле йĕркеленĕ май ун çумне "Республикăри эндокринологи диспансерĕ" бюджетлă учреждение пĕрлештернĕ май, майăн 30-мĕшĕнченпе эндокринологи пациенчĕсене ĕç ветеранĕсен республикăри клиника госпиталĕнче йышăнма пуçланă.
Лариса Карулина врач-эндокринолог çапла каласа панă: "Пире иккĕмĕш, виççĕмĕш хутсенче хăтлă пỹлĕмсем уйăрса пачĕç. Сиплев учрежденийĕн штатĕнче çакнашкал пайăр специалистсем - уролог, кардиолог, лор пурри хамăрăн пациентсене чылай пахалăхлăрах пулăшма май парать".
Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов хăй енчен çакна палăртнă: "Пирĕн тĕллев - эндокринологи пациенчĕсен медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстересси, унпа усă курассине çăмăллатса пырасси. Унччен эндокринологипе пур операцие те госпитальте тунă, çавăнпа пациентсен пĕр больницăран теприне çỹреме тивнĕ. Халĕ пайăр специалистсем пурте пĕр вырăнта, унта е кунта çỹреме тивмест".