АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх - чи пахи

26 июня 2018 г.

 

Сывлăхлă çын телейлĕ, вăрăм кун-çул пурăнса ирттерет. Сиплев хуралĕнче тăрăшакансем мĕн ĕлĕкрен хисепре пулнă.

Акă, çын çураличченех тухтăрсен аллине лекет. Пулас ача амăшĕсен, вĕсен çуралман пепкисен сывлăхĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ медицина ĕçченĕсем. Пирĕн пĕтĕм пурнăç вĕсем пăхса тăнипе иртет. Врач профессийĕ - чи ырри, чи кирли.

Чутейри пĕтĕмĕшле медицина пулăшăвĕ паракан офисра М.Н.Васильева врач, В.С.Белова, Н.В.Походкина медсестрасем, Л.А.Белкова санитарка вăй хураççĕ. Тăрăшуллă шурă халатлă ĕçченсем темиçе хутчен манăн пурнăçа çăлса хăварнă.

Кỹршĕре пурăнакан Валентина Белова медсестра инкекре яланах вăхăтра çитсе ĕлкĕрет, пĕрремĕш пулăшу парать, районти васкавлă пулăшăва чĕнтерет. Вĕсем 15 минутрах çитеççĕ вара.

Валентина Сергеевна Канашри медицина училищинчен 1988 çулта вĕренсе тухнă. 1989 çултан пуçласах тăван ялта тăрăшать. Фельдшер, офис уçăлсан, врача пулăшакан пулса ĕçленĕ. Чирлĕ çынсемпе ăшшăн калаçать, кирлĕ сĕнỹсем парать. Çĕр варринче те унăн медицина пулăшăвĕ пама кайма тивет. Ял-йыш ăна хисеплет. Мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ.

Районти Акатуй уявĕнче Тăвай район администрацийĕ В.Белована çак пархатарлă ĕçре нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп грамоти тата хаклă парне парса чысларĕ. Çĕртме уйăхĕнче унăн икĕ юбилей: медицинăра ĕçлеме пуçланăранпа 30 çул çитрĕ тата çуралнăранпа 50 çул тултарчĕ.

З.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика