АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта юратакан çемьесем

26 июня 2018 г.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн Комсомольски ялĕнчи "Кĕтне" спорткомплексра "Спорт çемйи" фестиваль иртнĕ. Унта пурĕ республикăри 25 çемье хутшăннă.

Пирĕн район чысне Николай Ивановичпа Алина Петровна тата Глеб Сормовсем, Сергей Николаевичпа Екатерина Анатольевна тата Анна Михайловсем хỹтĕленĕ. Сăмах май, Сормовсен çемйи тăтăшах районти, республикăри тĕрлĕ ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартать, çулсерен "Ял ĕçченĕ" хаçат парнине çĕнсе илет.

Программăпа килĕшỹллĕн вĕсем çăмăл атлетсен эстафетинче, шывра ишсе, хутăш эстафетăра тупăшнă.

Сормовсем хутăш эстафетăра çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, Михайловсем шывра ишсе иккĕмĕш вырăна тухнă.

Мала тухнисене медальсемпе парнесем парса чысланă.

В.ВАСИЛЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика