26 июня 2018 г.
Хăш-пĕр кил-çемьесенче регистрацилемесĕр упранакан хĕç-пăшалпа вĕсен патронĕсем, касакан хĕç таврашĕ пулма пултараççĕ. Вĕсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕт вĕсем хăрушсăрлăхпа управ тĕлĕшĕнчен шанчăклăхра пулмалла, регистрацилемесĕр йĕркене пăсни пулмалла мар.
Лицензипе туяннă хĕç-пăшала та регистрацилемелли тата вăхăт çитсен çĕнĕрен шута илмелли, пурăнмалли вырăна улăштарнă хыççăн çĕнĕрен учета тăратмалли ятарласа çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнмалла. Шута илмесĕр тытма тата упрама юрамасть вĕсене. Уншăн айăплама, штраф пама пултараççĕ. Çапла пулса ан тухтăр тесен, унашкал хĕç-пăшала, патронсене, касакан хĕç хатĕрĕсене полици уйрăмне килсе пама май пур. Халичченхи пекех, кăçал та йышăнаççĕ вĕсене полици уйрăмĕнче. Харпăр хăй ирĕкĕпе тавăрса панăшăн укçан та хавхалантараççĕ хуçисене. Пĕлтĕр çапла пĕр пистолет, регистрацилемен пĕр пăшал тата касакан хĕç-пăшал килсе панă çынсем харпăр хăй ирĕкĕпе. Уншăн вĕсене укçа парса хавхалантарнă. Çак майпа кăçал та усă курма тăрăшăр. Саккун умĕнче таса пулни хăвăра та çăмăллăх кỹрĕ, хăрушлăха сирĕ.
Б.БОРИСОВ,
районти полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ.