26 июня 2018 г.
Ачасен çуллахи канăвне тивĕçлĕ йĕркелес тата вĕсен сывлăхне çирĕплетме майсем туса парас пирки Раççей Президенчĕ В.Путин виçĕмкун та каларĕ.
Чăваш Республикинчи ачасен канăвне тата сывлăхне лайăхлатакан организацисен реестрне 2018 çулта 452 организаци кĕнĕ, çав шутра стационар йышши 20 организаци, шкулсем çумĕнчи 357 лагерь, социаллă пулăшу паракан организацисен никĕсĕ çинче ачасем кăнтăрла тата талăкĕпе пулакан 10 лагерь, 62 палатка лагерĕ тата ытти. Вĕсем ачасен канăвне йĕркелеме тата сывлăхне лайăхлатма май паракан тĕрлĕ енлĕ программăсемпе ĕçлеççĕ.
Кăçал çуллахи канупа сывлăха лайăхлатакан лагерьсене шкул ỹсĕмĕнчи мĕнпур ачасен 65 процентне, çак шутра пурнăçри йывăр условисенчи 48 пин ачана явăçтарма палăртнă. Сăмахран, июнь пуçламăшĕнченпе районти вăтам шкулсем çумĕнче сывлăха çирĕплетекен тата профильлĕ лагерьсем ĕçлеççĕ.
2018 çулта сывлăха лайăхлатмалли кампани бюджечĕ 470 млн. ытла тенкĕпе танлашать.
Сывлăха лайăхлатакан Вăрмар районĕнчи "Романтика" лагерьте ачасен малтанхи ушкăнĕсене июнь пуçламăшĕнче йышăннă. Вĕсене кунта сывлăха çирĕплетмелли условисем туса пама тăрăшаççĕ, ачасем походсенче пулаççĕ, шыва кĕреççĕ, вĕсене кунне 5 хутчен апат çитереççĕ. Лагерьти ачасем ашшĕ-амăшне концерт кăтартнă, хăйсен кунти куллен-кунхи пурнăçĕпе паллаштарнă.
И.ГЛАДКОВ.