АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ял ĕçченне" - кашни киле

26 июня 2018 г.

 

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулшăн "Ял ĕçченĕ" хаçата кашни çын пуçне шутласа чи нумай саракансен йышне кĕнĕ Енĕш Нăрвашри çыхăну уйрăмĕ, иккĕмĕш вырăнта вĕсем.

-Ялан вулакан çынна пурнăçра çăмăлтарах пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа хаçат-журнал çырăнмалли кампани пынă вăхăтра хамăр кăмăлланă кăларăмсене суйласа çырăнма тăрăшатпăр. Акă, Енĕш Нăрвашри çыхăну уйрăмĕн ĕçĕсене чылай çул хушши йĕркелесе пыратăп, ялта пурăнакан аслă ỹсĕмри çынсем хаçат-журналсăр юласшăн мар. Вырăнта тухакан "Ял ĕçченне" чи малтан çырăнаççĕ вĕсем, - тет çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Ирина Анатольевна Михайлова.

Ку енĕпе ăна Г.Спиридоновапа Т.Краснова почтальонкăсем пулăшаççĕ.

-Хамăн профессине питĕ кăмăллатăп эпĕ. Кашни киле çитсе хаçат-журнал, пенси укçи паратăп, тĕрлĕ тавар сĕнетĕп, çынсемпе курса калаçатăп. Çемьесене тĕрлĕ информаци вăхăтра çитерессишĕн ывăннине пĕлмесĕр утатăп куллен хăнăхнă маршрутпа, - хаваспах калаçăва хутшăнать çыхăну уйрăмĕнче ĕмĕрне ирттерекен Г.Спиридонова почтальонка.

Галина Петровнапа Анатолий Васильевич Спиридоновсем виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ, иккĕшне çемьелентернĕ, мăнукĕсем те пур туслă мăшăрăн. Кил хуçалăхĕнчи ĕçĕсене те вăхăтра пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ вĕсем.

-Хăш-пĕр чухне çынсем хапха умне тухсах кĕтсе илни мана савăнтарать. Паян "Ял ĕçченĕ" пур-и, тесе ыйтаççĕ тỹрех вырăнти пичет кăларăмĕн тусĕсем, - шухăшне пĕлтерет Т.Краснова почтальонка. Мăшăрĕпе, Валерий Арсентьевичпа икĕ ача ỹстереççĕ вĕсем. Ирех тăрса кил хуçалăхри ĕçсене тунă хыççăн, почта сумкине илсе, çыхăну уйрăмне васкать куллен Татьяна Геннадьевна та.

Пирĕн районта пурăнакансем кашни çулах çырăнтару кампанине активлă хутшăнма тăрăшаççĕ çапла, тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнаççĕ. Вырăнта тухса тăракан "Ял ĕçченне" уйрăмах хапăллаççĕ вĕсем. Пурĕ 2380 çемьене саланать вăл. Пирĕн хаçата çыхăну уйрăмĕсенчи почтальонсем урлă илсе тăма пулать, вĕсем киле çитерсех параççĕ пичет кăларăмне. Çак мелпе "Ял ĕçченĕллĕ" пулас текенсен 420 тенкĕ те 90 пус кăларса хумалла. Çавăн пекех "Тăвайри кооператив" потребобществăн районти ялсенчи магазинсем тата редакци урлă хаçат илсе вулама пулать. Анчах çырăнакансен палăртнă вырăнсене хăйсен кайса илмелле "Ял ĕçченне". Çакнашкал майпа хаçатлă пулас тесен, 250 тенкĕ тỹлемелле сирĕн. Çырăнтару тапхăрĕ кĕçех вĕçленет, икĕ эрне кăна юлчĕ. "Çулла хаçат вулама вăхăт çук", - тесе шухăшлаççĕ ĕнтĕ хăш-пĕрисем. Ĕçлесе ывăннă хыççăн канма ларсан, "Ял ĕçченне" алла тытса кăмăла çĕклеме сĕнесшĕн эпир сире, ỹкĕнмĕр.

2018 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнмалли тапхăрта подписка йĕркелесе ĕлкĕрме ыйтатпăр, хаклă вулакансем.

А.НИКИТИНА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика